Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулас спорт çăлтăрĕсем

Пулас спорт çăлтăрĕсем

Кире пуканĕ йăтасси пирĕн тăрăхра вăйлă аталаннă спорт енĕсенчен пĕри шутланать. Район команди тĕрлĕ турнирсенче тăтăшах ăнăçлă ăмăртать. Шкул ачисем те маттур. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен спартакиадăра кăçалхипе 11-мĕш хут çĕнтернĕ!

Сергей Соловьевпа Александр Павлов пек спортăн тĕнче класлă мастерĕсем вырăнсенче йĕркелекен турнирсенчен тухаççĕ. Совет Союзĕн Геройне Александр Филиппович Беляева асăнса ирттернĕ черетлĕ ăмăрту çавăн пек пулас «çăлтăрсене» çул уçса памалли çăлкуç пулчĕ.

140 ытла атлет 16 виçе категорийĕнче тупăшрĕ. Чи кĕçĕннисем – 2008 çулта тата маларах çуралнисем 6 килограмлă пуканпа «çапăçрĕç». Хăшĕ-пĕрин ăна парăнтарасси йывăрпа та пулчĕ-ха, çапах вĕсен малашлăхĕ çак тĕрĕслеврен пуçланать мар-и? Пурнăçри пĕрремĕш медальшĕн епле хĕпĕртеççĕ-ха вĕсем. Хăйсен ÿсĕмĕсенче пьедесталăн çÿлти пусми çине Матвей Петров, Александр Чернов, Арсений Казаков, Дарья Петрова, Екатерина Семенова /Елчĕк/, Валерия Боброва/Çĕнĕ Пăва/, Мария Смирнова, Даниил Носов /Кивĕ Эйпеç/, Анастасия Фомина, Леонид Цветков, Евгения Мартышкина, Камилла Николаева, Александр Константинов /Курнавăш/, Вадим Воронцов, Валентина Айдарова /Патреккел/, Павел Окружнов /Аслă Таяпа/ хăпарчĕç. Кивĕ Эйпеçри Егор Смирнов, Курнавăшри Леонид Цветков, Аслă Елчĕкри Петр Петрушкин спорт ветеранĕ уйрăм номинацисенче палăрса кубоксене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăсен йышĕнче – Курнавăшсемпе Патреккелсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code