Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕрен пурăнатпăр, тĕрлĕрен ĕçлетпĕр

Тĕрлĕрен пурăнатпăр, тĕрлĕрен ĕçлетпĕр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе кашни тунтикун вырăна тухса ирттерекен черетлĕ экологи канашлăвĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче иртрĕ. Çĕнĕ Эйпеçпе Лаш Таяпана, Яманчÿрелпе Вăрăмхăвана çитсе куртăмăр.

Ĕçпе тăтăшах тухса çÿреме тивнĕрен çакна асăрхатăн: кашни ялăн хăйĕн уйрăмлăхĕ, çыннисем те расна. Лаш Таяпа ял тăрăхне кĕрекен 7 ялта 1114 хуçалăхра пурăнакан 2769 çыннăн шухăш-кăмăлĕ те тĕрлĕрен – тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле, тенĕ евĕр. Апла пулин те хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кÿресси, ăна хăтлăрах та илемлĕрех тăвасси – пурин тивĕçĕ те. Çакăншăн пĕрлехи вăйпа кар тăрса ĕçлемеллине ăнланатпăр. Экологи хăрушсăрлăхне ÿстерессипе çак çулсенче район шайĕнче пурнăçланă пĕтĕмĕшле ĕçсем сахал мар. Апла пулин те куллен тимлĕх ыйтакан çак ĕçре çитменлĕхсем те пур.

Çĕнĕ Эйпеç ялне халĕччен килсе курман çын, кирек епле ĕçпе çÿресен те, чи малтан культура çурчĕ ăçта вырнаçнине ыйтасса пĕлсе тăратпăр. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн икĕ çул каялла хута кайнă ФАП çурчĕпе вăрçăра вилнисене асăнса лартнă мрамор палăк та культура çурчĕпе юнашарах пулни те килĕшÿллĕ – кирлĕ объектсем пурте пĕр вырăнта. Анчах çын тăтăшах пулакан çак вырăнта танлаштармалли те пур: илемлĕ чечексен ăшне путнă ФАП çурчĕ çăтмахри пек, аякранах илемлĕн курăнса ларать, культура вучахĕн территорийĕ пирки вара çакна калаймăн. Нумай çул ÿснĕ çаврака çăка йывăççисен çÿлелле кармашакан «кивелнĕ» турачĕсене касса тирпейлесси те ăнăçлах пулса тухайман курăнать. Йывăçсене çиччĕ виçмесĕр, шухăшламасăр-тумасăр касса пăрахнăран вĕсем малашне илемлĕ – çаврака ÿсессе кĕтме пулĕ-и? Клуб алăкне хирĕçлех вырнаçтарнă тимĕрпе эрешлесе тунă каçман – пĕчĕк кĕперĕн вырăнĕ те урăх çĕрте пулмалла пек.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Лаш Таяпари çĕнĕ масарти хальлĕхе пушă вырăнти лаптăкра хыт хура ÿснине те курмасăр иртмерĕ.

– Лаптăка сухаламалла – çум курăк алхасаймĕ, – терĕ Николай Петрович. Вăрăмхăвари масарпа юнашар иртнĕ май унти тирпейсĕрлĕхе те асăрхама тиврĕ. Пуçаруллă çынсен тивлетне пула халĕ районти ялсенче çак сăваплă вырăнсене тирпейлесе тăрассипе нумай ĕç туса ирттернĕ вăхăтра çакăн йышши çитменлĕхсем çинчен калаçса кăмăла хуçассăмăр та килмест. Масар çине вилнисене асăнма пыракан çынсем, ĕмĕрлĕх пурнăçа килсе канăçлăх тупнисем те хисепе тивĕçлĕ.

Лаш Таяпа масарĕ çумĕнчен иртекен çул Александр Бикулов тата Наталия Михеева ячĕпе хут уйăрттарнă хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен уй-хирĕсене илсе çитерчĕ. Çулăн пĕр енĕпе – Александр Бикуловăн шыв пек пĕр тикĕс, çум курăксăр çитĕнекен тулă уйĕ. Тыр-пул тухăçĕ те сахал пулмалла мар, ăна вăхăтра пухса кĕртме ĕлкĕрмелле анчах. Тепĕр енĕпе – Наталия Михеева фермерăн çĕрĕсем. Кĕр тыррисене акма тытса тăракан 170 гектар лаптăк, унта çум курăк ашкăрнăран, Александр Бикулов хирĕсемпе танлаштарсан, ытла тăлăххăн курăнать. Анана кĕр тыррисем валли уйăрнă тенĕрен: агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн ăна паян-ыран акма тухмалла. Фермер вара çак çĕре хăш вăхăтра ĕçлесе хатĕрлеме ĕлкĕрĕ?

Лаш Таяпари Первомайски урамĕнчи çырма хĕрринче чăн-чăн свалка – унта тĕрлĕ çÿп-çап тултарнă. Кил-çуртсен умĕнче хуçисене хăйсене те кирлĕ мар ăпăр-тапăр йăваланать. Хăшĕ-пĕри – йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакан мезга, жом упрама усă куракан пысăк та анлă шăтăксене те урамах вырнаçтарнă, çапла кирлĕ, тейĕн. Сăмах май, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн çĕнĕ пуçлăхĕн Михаил Егоровăн, уйрăмах Лаш Таяпа ялĕнче, йĕрке тăвассипе çанă тавăрса вăй хумалăх пур.

Яманчÿрел ялĕнче, Çĕнĕ Эйпеçри пекех – ФАПĕ, культура çурчĕ, лавкки – пĕр урамра, пĕр ретре. Сăнаса иртме кăмăллă, йĕри-тавра çеçке çурнă чечексем куçа илĕртеççĕ. Лесная урамра иртнĕ çулсенче ятарласа алтнă çаврака кÿлĕ, çак шăрăх çанталăкра та кÿлĕри шыв тулли тăни савăнтарать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăй вăхăтĕнче кунти урамра пурăнакансем хăйсен кил-çурчĕсене хирĕçле обществăлла çĕр лаптăкĕсенче ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă сарайсенчен хăтăлассипе, вĕсене урăх вырăна куçарттарассипе ăнлантару ĕçĕсене ирттерни пирки аса илчĕ. Тăрăшнин усси пулнă, халĕ кунта йĕркелĕх хуçаланать.

Вăрăмхăва ялĕнче пурăнакансене – пысăк парне, пысăк хавхалану кĕтет. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн унта 1,5 çухрăм инçĕшне тăсăлакан хытарнă çул тата тротуар сараççĕ, пĕр вăхăтрах ФАП çурчĕ те çĕкленет. Çак пысăках та мар ялти пĕлтерĕшлĕ объектсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ямалла. Ял-йыш чун-кăмăлĕ савăнăçпа тулнă…

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: малалла: Александр Бикуловăн ытарайми уй-хирĕсем; каялла: Наталия Михеева çак лаптăкра кĕр тыррисене акса хăварма шутлать…

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code