Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олег Мустаева асăнса

Олег Мустаева асăнса

Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен Елчĕк округĕнчи пĕрлĕхĕ пысăк мероприяти — республикăри иккĕмĕш спартакиада ирттерчĕ. Ăна ГСВГ ветеранне, Елчĕк округĕн хисеплĕ гражданинне, Ульяновск облаçĕнчи наци-культура автономине ертсе пынă Олег Мустаева асăнса йĕркеленĕ.

Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă регионти 12 округпа хула тата Тутарстанри Пăва районĕнчи, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕсенчи делегацисем малтанах Лаш Таяпа вăтам шкулĕн тăван тавралăх музейĕпе паллашрĕç. Спартакиада акар йытăсен питомникĕнче иртнĕ май, хăнасене курса тĕлĕнмелли унта та нумай пулчĕ. Леонид Князев ертỹçĕ хăй куллен унта туса пыракан ĕç-хĕлпе кăмăллăн паллаштарчĕ.

Спортпа туслă ветерансене ГСВГ ветеранĕсен Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Михаил Семенов отставкăри полковник, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Олег Мустаевăн мăшăрĕ Елена Николаевна, Анатолий Тимофеев çыравçă тата ыттисем саламларĕç. «Тускил», Вăрнар округĕнчи «Шĕнер ен» ансамбльсем, Юрий Кашкăр илемлĕ юрă çаврăмĕсемпе кăмăл-туйăма çĕклерĕç.

Елчĕксем, программăри виçĕ ăмăртура та харсăр пулнăран, кубока вĕçертмерĕç. Кире пуканĕ йăтакансем икĕ ỹсĕм категорийĕнче тупăшнăран, кунта çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне Валерий Соколов (Елчĕк), Анатолий Николаев (Лаш Таяпа), Дамир Валиев (Сăрьел), Валерий Мясников (Тăрăм) кĕчĕç. Пневматикăлла пăшалпа тĕл перессипе, дартс ывăтассипе те ентешсен шанăç пысăк. Пĕтĕмĕшле кăтартупа Муркашсем 2-мĕш, Етĕрнесем 3-мĕш пулчĕç. Ăмăртусенче ветерансен ачисемпе мăнукĕсем те хăйсен ăсталăхне кăтартма пултарчĕç: кире пуканĕ йăтассинче Кавалти София Соловьева, Вăрнарти Андрей Давыдов, Сăрьелти Рамис Валиев уйрăмах маттур. Çамрăксене те, ветерансене те Елена Мустаева парнесемпе чысларĕ. Спонсорсен йышĕнче хамăрăн ветерансем — Владимир Мешков (Аслă Елчĕк), Дамир Валиев (Сăрьел), Владимир Анисимов (Тỹскел), Лаш Таяпа территори пайĕнчи юлташсем пулнине те палăртма кăмăллă. Питомник ертỹçине Леонид Князева, ăмăртусене ирттерме пулăшнисене те уйрăммăн тав тăватăп.

Çитес çулхи 3-мĕш спартакиада Канаш округĕнче иртĕ.

Николай ПАВЛОВ,
ГСВГ ветеранĕсен округри уйрăмĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code