Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Призерсем те пур

Призерсем те пур

Шупашкарти «Спартак» стадионра республикăри инвалидсен организацине туса хунăранпа 35 çул çитнине халалласа уçă спорт фестивалĕ йĕркеленĕ.

Ăмăртăва Елчĕк округĕн вырăнти пĕрлĕхĕ те команда тăратнă. Ултă атлет спортăн тăватă тĕсĕнче вăй виçнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — Александр Портнов (Аслă Пăла Тимеш) сĕтел çи теннис, Любовь Курчина (Çĕнĕ Пăва) дартс вăййисенче 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Командăна Михаил Васильев (Елчĕк), Галина Петрова (Çĕнĕ Пăва), Сергей Чернов (Хăвăлçырма) та паха очкосем панă.

Л.Александрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code