Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвестици политики — тĕп вырăнта

Инвестици политики — тĕп вырăнта

Марина ПАВЛОВА, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици пайĕн начальникĕ:

— Экономика аталанăвĕнче инвестици политики тĕп вырăн йышăнать. Çавна май округ ертỹлĕхĕ ку ыйтăва куçран вĕçертмест.

2023 çулта муниципалитет округĕнче тĕп капитала хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 402 миллион тенкĕпе (136 процент) танлашнă. Çав шутран 140 миллион тенки агропромышленность комплексне тивĕçнĕ.Çак укçа-тенкĕпе усă курса 15 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕн социаллă экономика кăтартăвĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырассипе çирĕплетнĕ малашлăх тĕллевсем те пысăк. 2024-2025 çулсенче 120 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне ĕçе кĕртме палăртнă. Çав шута «Победа» ОООри 20 миллион тенкĕлĕх 360 пуç кĕрекен пăру витипе тĕш тырă упрамалли (1000 тонна, 6 миллион тенкĕлĕх) склад, Б.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи тыр-пул склачĕ — 700 тонна, 20 миллион тенкĕлĕх, «АСК-Яльчики» ОООри 15 миллион тенкĕлĕх тĕш тырă тасатакан комплекс, А.Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи 14,6 миллион тенкĕлĕх 100 пуç валли ĕне вити — сăвăнакан залпа пĕрле, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри тата «Энтепе» ОООри 150-шар пуç вырнаçмалли пăру витисенчи (8 тата 5 миллион тенкĕлĕх) реконструкци, «Труд» ЯХПКри тыр-пул склачĕ — 700 тонна, 5 миллион тенкĕлĕх, А.Викторов хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи тĕш тырă складĕнчи реконструкци ĕçĕсем (1000 тонна, 4 миллион тенкĕлĕх), «Комбайн» ЯХПКри ял хуçалăх техникине упрамалли (2 миллион тенкĕлĕх) вырăн, Е.Цветкова хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи 2 миллион тенкĕлĕх удобрени склачĕ, «Яманчурино» ОООри ял хуçалăх техникине вырнаçтармалли (1,8 миллион тенкĕлĕх) иккĕмĕш аркăллă склад, «Энтепе» ОООри тĕш тырă упрамалли хранилище — 1000 тонна, 1,5 миллион тенкĕлĕх кĕреççĕ.

Инвестици проекчĕсем производствăна малалла аталантарма тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парасса шансах тăратпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code