Понедельник, 4 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кану лагерĕсенче — 600 ытла ача

Кану лагерĕсенче — 600 ытла ача

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Чи малтанах иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, кулленхи тĕллевсене сỹтсе яврĕç. Тăвай тăрăхĕнче иртнĕ «Ялта чи лайăххисем» агрослета хутшăннин итогĕсем çинчен округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев каласа кăтартрĕ. Слет тĕллевĕ — ялта пурăнакан çамрăксене пĕр лаптăка пухса вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлесси, тĕрлĕ пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме майсем туса парасси. Виççĕмĕш хут иртекен агрослета Елчĕк муниципалитет округĕн представителĕсем хастар хутшăннине, 5 дискусси лапамĕнче («Агротуризм», «Кадрсем», «Патшалăх ĕçĕ», «Çемье», «Экологи») начар мар кăтартусем тунине палăртнă май Леонард Левый çапла каларĕ:

— Агрослет географийĕ çултан-çул аталанать, яш-кĕрĕм йышĕ те ỹссех пырать. Çак пысăк программăллă мероприятие хутшăннă мĕн пур çамрăка пысăк тав сăмахĕ калатăп. Кунта çамрăксем пуçарулăх кăтартаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ. Слета хутшăнма çамрăксене пуçтарса хатĕрленĕ, мероприятие тивĕçлĕ ирттерсе ярассишĕн тимленĕ çамрăксемпе ĕçлекен советника Марина Вастуловăна, кашни ăмăртăва хастар хутшăнса начар мар кăтартусемпе палăракан Еленăпа Денис Портновсен çемйине, волейболистсен ушкăнне уйрăм тав сăмахĕ.

Шкул ачисен çуллахи канăвне йĕркелессишĕн тата сывлăхне çирĕплетессишĕн ЧР Вĕрентỹ министерствипе пĕрле Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви тивĕçлĕ ĕçлеççĕ. Округри шкулсен çумĕнчи лагерьсене 555 ача çỹрет. Хула тулашĕнчи сывлăх учрежденийĕсенче канма 65 путевка, çав шутра мобилизациленĕ çемьесенчи ачасем валли те, уйăрнă. Канăва тивĕçлĕ йĕркелеме вырăнти тата республика бюджетĕнчен пурĕ 1 млн та 961 пин тенкĕ тăкакланать.

Ачасен канăвне чăн та усăллă йĕркелесси, вĕсене çак лагерьсенче ăс-тăн тата ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен çирĕпленме майсем туса парасси чи малти вырăнта пулмаллине çирĕплетрĕ Леонард Васильевич.

Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çуллахи шыва кĕмелли тапхăр пуçланчĕ. Округра шыва кĕме 9 вырăн йĕркеленĕ, пурне те тĕрĕсленĕ. Халăха шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе вĕсене пурне те тивĕçлĕ правилăсене пăхăнса хатĕрленĕ.

Канашлура июнĕн 8-мĕшĕнче округра иртекен «Акатуй» уявĕн йĕркелỹ ыйтăвĕсене те сỹтсе яврĕç, «Чи лайăх муниципалитет служащийĕ» тата «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурссене хутшăнмалли, «Тухăçлă регион» проекта пурнăçлас, инфратытăм объекчĕсене хăтлăх кĕртес, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас ыйтусене тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code