Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх Канашĕнче — тĕл пулура

Патшалăх Канашĕнче — тĕл пулура

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонард Левый ертсе пынă округри тĕрлĕ обществăлла организацисемпе ведомствăсен представителĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче пулнă.

Тĕл пулăвăн йыхравçи хамăрăн ентеш — Юрий Алексеевич Попов депутат. Йышпа пĕчĕк мар делегацие çавăн пекех унăн ĕçтешĕ Алексей Шурчанов, Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Вячеслав Трофимов, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Елчĕк ентешлĕхĕн председателĕ Юрий Карпов тата республикăри АПК ветеранĕсен Союзĕн хисеплĕ ертỹçи Василий Шадриков кĕтсе илнĕ.

Тĕл пулу ларусен залĕнче иртнĕ май, депутатсем хăйсен тата Патшалăх Канашĕн аппарачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Пулас саккунсем мĕнле дискуссире çурални те кăсăклантарнă вĕсене. Тивĕçлĕ канурисене Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа куçа-куçăн сăмахлани те обществăлла ĕçсенче хавхалану кỹрĕ.

Ăшă тĕл пулу вĕри чейпе сăйланнă май малалла тăсăлнă. «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Павлова тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Московская Юрий Алексеевича ырă та усăллă пуçарушăн тав тунă, тăван халăхшăн ĕçлессинче малашне те ăнăçу суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code