Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ырсамай тăрăхĕ тата илемленет, хăтлăланать

Ырсамай тăрăхĕ тата илемленет, хăтлăланать

Чăваш Енре кăçалхипе пиллĕкмĕш çул пурнăçа кĕрекен федераци шайĕнчи «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — хула хутлăхне тирпей-илем кĕртесси. Çак тапхăрта Елчĕк муниципалитет округĕнче те ял территорийĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе чылай курăмлă ĕç пурнăçланă.

OLYMPUS DIGITAL CAMERA

Округ центрĕнчи «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнчи Акатуй уявне ирттерекен, Елчĕкре пулса куракан таçти аякри хăнасем те килĕштерекен çак вырăн малашне çынсене хăй патне тата ытларах илĕртесси паллă. Кăçалхи ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче — Акатуйра ытарма çук илемлĕ тавралăхри хăтлăлăха эпир тепĕр хутчен курса ĕненме пултарăпăр.

Тĕрĕссипе, обществăлла вырăна хăтлăх кỹрессипе çыхăннă ĕçсене кунта 2023 çултах пикеннĕ. Патшалăхран уйăрнă 3 316,39 пин тенкĕ чухлĕ тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса асфальт çул хĕрринчен тытăнсах брусчаткăран тротуар сарнă, сцена патне анакан тата хăпаракан картлашкана икĕ енĕпе те меллĕ карлăксем вырнаçтарнă пулнă тата ытти хăш-пĕр ĕçсене пурнăçланă. Кăçал та, юр ирĕлсе çĕр типшĕрнĕ хыççăнах, ĕçе малалла йĕркеленĕ. Виçĕ бригадăна пайланса тимлекен «Стройэнергосервис» ОООри рабочисем чи малтанах çывăхри самай анлă лаптăкра брусчатка сарма çирĕп никĕс хатĕрленĕ. Ун хыççăнах сценăн çи виттине улăштарнă.

— Палăртнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Халăхăн пурнăç шайне лайăх енне улăштарассипе малтанхи çулсенче туса ирттернĕ ĕçсемпе те (округ центрĕнче нумай хваттерлĕ 40 çурт территорине тата Елчĕкри Октябрь урамĕнчен пуçласа Мир урамне илсе çитерекен çулăн пĕр енĕпе брусчатка тротуар сарнипе пĕр вăхăтрах çак вырăна хуларинчен кая мар хăтлăх кỹнипе) паллах, кăмăллă эпир, — тет муниципалитет округĕн администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров.

…Ырсамай çырмин айлăмĕнче вырнаçнă вĕр çĕнĕ анлă сцена халĕ аякранах илемлĕн курăнса ларать. Сцена патне анакан тротуарсен икĕ айккипе лартса тухнă хыр-чăрăш йывăççисем те кăçал тата ытларах ỹссе çỹлелле кармашнăн туйăнаççĕ.

Сăмах май каласан, ял-хула сăн-сăпатне улăштарас, кунта пурăнакан çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, паянхи пурнăç ыйтнă пек обществăлла хула хутлăхĕ йĕркелес тĕллевпе çирĕплетнĕ федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн кашни çул Пĕтĕм Раççейри сасăлав иртет. Кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен иртнĕ сасăлавра пирĕн округри 3 объектшăн сасăлама май пулчĕ. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, муниципалитет округĕнче пурăнакансенчен ытларахăшĕ хăйсен сассисене Елчĕкри Советская урамра аллея йĕркелессишĕн пани паллă пулчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code