Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Субсиди куçарас ĕçе хăвăртлатнă

Субсиди куçарас ĕçе хăвăртлатнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов федераци тата республика программисемпе килĕшỹллĕн хуçалăхсене субсиди куçарса парас ĕçе хăвăртлатнине пĕлтернĕ.

2024 çулхи виçĕ уйăхра вĕсем патне 371,5 миллион тенкĕ çитернĕ. Çур аки умĕн — апрель уйăхĕнче вĕсем пурĕ 118,3 млн, çав шутра çĕр улми тата пахча çимĕç туса илме — 45 млн, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерме 73,3 млн тенкĕ илнĕ.

Унсăр пуçне, РФ Ял хуçалăх министерстви хресченсене кĕске вăхăтра тавăрса памалли 612,2 млн тенкĕлĕх çăмăллăхлă 56 кредит парассине, тавăрмалли проценчĕн пĕр пайне саплаштарма 40,3 млн тенкĕлĕх субсиди уйăрассине, 5,9 млн тенкĕлĕх икĕ инвестици кредичĕ парассине, тавăрмалли проценчĕн пĕр пайне саплаштарма 0,5 млн тенкĕ куçарассине ырланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code