Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв башнисене çĕнетеççĕ

Шыв башнисене çĕнетеççĕ

Республикăра федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса шыв», «Таса çĕршыв» тата «Атăла сыватасси» регион проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕ республика халăхне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес ĕçе пурнăçлама 2020 çулта Чăваш Ен бюджетĕнчен 200 млн тенкĕ уйăрма йышăннă. Ăна çĕр айĕнчен уçласа тултармалли башньăсене тата шыв управĕсене тĕпрен юсама яраççĕ. Республикăра вĕсем 1300 шутланаççĕ. Пурне те 1970 çулсенче тунă, кивелнĕскерсем час-часах çĕмĕрĕлеççĕ.

Хальхи вăхăтра муниципалитетсем çак пулăшăва тивĕçессишĕн 260 проект тăратнă, 217-шне ĕçе кĕртме ирĕк панă. Проектсене пурнăçлама вырăнти власть органĕсене укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Чылай çĕрте конкурс ирттерсе подряд организацийĕсене палăртнă, шыв башнисене юсама тытăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code