Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем

Малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем

Елчĕк район администрацийĕ 2017-2018 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйрăм çынсем мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, чи лайăх ĕçлекенсене палăртнă. Вĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата укçан преми парса хавхалантарнă. Вĕсем çаксем:

«Победа» сахал яваплă обществăри Владимир Николаевич МИХАЙЛОВ ĕне сăвакан оператор. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 4350 килограмм сĕт сунă.

«Эмметево» сахал яваплă обществăри Петр Павлович НИКИФОРОВ мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператор. Вăл пăхакан шултăра выльăхсем пĕр талăкра 1195-шер грамм ÿт хушнă.

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативри Александр Владимирович МАЛОВ сысна самăртакан оператор. Вăл пăхакан сыснасем пĕр талăкра 820-шер грамм ÿт хушнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code