Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Темп» çĕнтернĕ

«Темп» çĕнтернĕ

Елчĕкри стадион-площадкăра 40 çултан аслăрах футболистсен Чăваш Ен ăмăртăвĕн тăваттăмĕш турĕ иртнĕ.

Патăрьел тата Елчĕк муниципаллă округсен пĕрлештернĕ «Темп» команди Шупашкарти «Сталь-ЮККА» коллектива йышăннă. Çивĕч тапăнусем малтанхи таймра никама та ăнăçу кỹреймен. Вăй-йăн иккĕмĕш пайĕнче, тактикăна улăштарнă май, пирĕннисем хăнасен вратарьне çине-çинех канăçсăрлантарма пуçланă. Çакăн усси пулнах: Владимир Ишмуратов тĕл пулун 56-мĕш минутĕнче пĕрремĕш мечĕке тапса кĕртнĕ. Унтан Александр Лапшинпа (74 мин) Владимир Фомин (76 мин) палăрнă.

«Темп» июнĕн 8-мĕшĕнче «Олимпийский» стадионта тĕп хулари «Крылья» командăпа тĕл пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code