Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «халявщик» сăмах анлă сарăлнăччĕ, «Поле чудес» шоура та çăмăл автомашина таранчченех выляса илме пултаратчĕç. Пуринчен те «ăслă» мошенниксем çĕршыв саланнă тапхăрта уйрăмах аван пуйса юлчĕç.
Халĕ вара «кешбэк» модăра. Укçашăн çынсем тем те тума хатĕр. Блогерсем хунаса кайрĕç: янтă пурлăх пухма кунĕн-çĕрĕн Интернет уçлăхĕнче «ĕçлеççĕ» нумайăшĕ. Тĕрлĕрен «гурусем» темĕн те вĕрентеççĕ семинарсенче. Вĕсен юратнă сăмахĕсем тĕпрен илсен «не» хушăмран пуçланнипе питĕ килĕшеççĕ пулмалла Ютуб-каналсенче, Тик-токсенче, Инстаграмсенче ларакансене. Тĕслĕхрен: «Не парься», «Не думай», «Не работай» тата ытти анра-сухраллă сĕнỹсем.
Килте диван çинче выртсах миллионера тухма пулать тесе ĕнентереççĕ кашни кун. «Ăса пула — инкек» тесе ахальтен каламан пулĕ çав пĕр классик. Ултавçăсен серепине лекекен çынсем юлашки укçине те çухатса «шăнман пăр» çине ларса юлаççĕ.
Çапла вăл — пурнăç, хỹри вĕçĕ — пăрăнăç.
Валерий ТЕЛЕЙ. Лаш Таяпа.