Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Спорт ветеранĕн парнисемшĕн

Спорт ветеранĕн парнисемшĕн

Аслă Елчĕкри стадионта кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕн П.Петрушкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн округри шкул ачисен турнирĕ иртнĕ. Ăна Петр Николаевич 70 çул тултарнине халалланă.

Ăмăртура ултă шкул команди вăй виçнĕ. Ушкăнсенче Аслă Елчĕксемпе Патреккелсем çĕнтернĕ. Уйрăм атлетсенчен хăйсен виçисенче пьедесталăн чи çỹлти картлашкин çине çаксем хăпарнă: Ульяна Обручкова, Ангелина Сусметова, Тимур Амасев (Аслă Елчĕк), Матвей Галкин, Софья Соловьева (Елчĕк), Алена Николаева (Патреккел), Артемий Краснов (Çирĕклĕ Шăхаль), Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва). Вĕсене тата призерсене дипломсемпе, медальсемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code