Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тухтăр амбулаторийĕ çĕкленет

Тухтăр амбулаторийĕ çĕкленет

Аслă Таяпа ялĕ варринче çĕнĕ тухтăр амбулаторине тума пуçăннă. Строительство ĕçĕсене округ центрĕнчи «Стройэнергосервис» ООО пурнăçлать. Хальхи вăхăтра кунта ĕç хĕрỹ пырать. Надежда Уркова тĕп тухтăр строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленсе объекта хăпартнă вырăнта час-час пулать, яваплă ĕçченсемпе канашлусем ирттерет.

Нумаях пулмасть округра ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пулчĕ, округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тата Надежда Уркова тĕп тухтăрпа пĕрле Аслă Таяпа ялĕнче пулса хута каякан çĕнĕ объектпа паллашрĕ.

Медицина инфратытăмне çĕнетессине çул паракан «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕкленекен тухтăр амулаторийĕн хакĕ 32 млн тенкĕпе танлашать. Вăл 11 ялта (Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Чăваш Тăрăмĕ, Шуршу, Каркалар, Кĕçĕн Патрекккел, Çĕнĕ Тỹскел, Петровка, Таяпа Энтри, Хĕрлĕçыр, Тăрмăш) пурăнакан 2380 ытла çынна йышăнĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕнче сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси пысăк хăвăртлăхпа пырать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн юлашки çулсенче кăна округра 16 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тата 1 врач амбулаторийĕ хута янă, тепĕр фельдшерпа акушер пунктĕнче тĕп юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: ертỹлĕх строительство вырăнĕнче пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code