Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпир — пĕр тымартан

Эпир — пĕр тымартан

Историрен çакă паллă. Чăвашсен, тутарсен, ытти хăш-пĕр халăхăн пин-пин çул каялла пĕр кил, пĕр чĕлхе пулнă. Пирĕн мăн асатте-асаннесем çума-çумăн пурăнса пĕр çулпа утнă. Самана кустăрми халăхсене пĕр-пĕринчен уйăрса тĕнчипе салатнă, çапах вĕсем пурте хăйсен йăли-йĕркине, культурине, нацилĕхне упраса хăварма пултарнă. Халĕ те халăхсене ĕмĕртен ĕмĕре çырăнса пынă истори çыхăнтарать. Паянхи кун та пĕр-пĕринпе тус-тăванлă пурăнатпăр. Чăвашсемпе тутарсем — тĕрĕксем.

Пирĕн округра 2 тутар ялĕ вырнаçнă: Сăрьел тата Пикшик. Вырăнти халăхсем тараватлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Тус-тăванла хутшăну ĕмĕр тăршшĕпех пырать. Кашни уяврах тутарсен пỹрт тулли хăна. Пĕрре курнă çынна чыслăн, тахçантанпа кĕтнĕ евĕр пăхаççĕ вĕсем.

Çак кунсенче хаçат ĕçченĕсем Сăрьел ялĕнче пулчĕç. Кунта пире Курбан-байрам уявĕ тата «Елчĕк округĕнче пурăнакан халăхсен хушшинчи хутшăнусем» темăпа çавра сĕтел ирттерни илсе çитерчĕ. Эпир яла çитнĕ тĕле мечĕтре Курбан-байрам уявне халалланă кĕлĕ пыратчĕ. Асăннă уяв мăсăльмансен пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Йăла-йĕркерен çакă паллă. Çак кун вĕсем така пусса чỹк тăваççĕ. Уява уйăх календарьне пăхса паллă тăваççĕ, çавăнпа вăл тĕрлĕ вăхăта лекет. Мăсăльман арçынсем ирех тăрса мечĕте кĕлле каяççĕ. Унччен çăвăнса тасалаççĕ, çĕнĕ çи-пуç тăхăнаççĕ. Ушкăнпа пĕрле пухăнса вĕсем Аллаха мухтаса юрлаççĕ. Е мечĕтре, е ятарлă вырăнта мулла проповедь вулать. Унтан таврăнсан чỹк йăлине пуçлаççĕ. Уявра пусмашкăн такана ятарласа самăртаççĕ, çак кун уйрăмах техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Тутар хĕрарăмĕсем илемĕпе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем çỹçне, çара алă-урана пытараççĕ. Çирĕп кăмăллă, ĕçчен, кăмăл-туйăмне палăртмаççĕ, сывлăхне упраççĕ. Çак паха енсем хĕрарăма ача-пăча ỹстерме, килти нумай ĕçе пурнăçлама кирлĕ, мĕншĕн тесен унăн вырăнĕ — ытларах килте. Çемьесенче кĕçĕннисене тăван чĕлхене юратма, тĕн йĕркисене пăхăнма, йăласене тытса пыма пĕчĕклех хăнăхтараççĕ. Калăпăр, арçын ачасем ашшĕ-аслашшĕпе пĕрле пысăк уявсенче мечĕте çỹреççĕ. Хĕр ачасем амăшĕпе асламăшне уяв апат-çимĕçне хатĕрлеме пулăшаççĕ. Рамадан вăхăтĕнче çемйипех типĕ тытаççĕ. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх усраса, пахчара ĕçлесе сĕт, аш сутса çемье енчĕкне пуянлатаççĕ. Ватă çынсем ытларах кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Тутарсен пуянлăхĕ — халăх мăнаçлăхĕ. Вĕсем ваттисем вĕрентнĕ пек пурăнса, пĕр-пĕрне пулăшса пырса малалла утаççĕ.

Кĕлĕ хыççăн унта хутшăннисене Мăсăльмансен Сăрьел ялĕнчи 14-мĕш прихучĕн имамĕ тата канаш председателĕ Шаукат Салахутдинов саламларĕ. Вăл вĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн тата ытти ертỹлĕхĕн саламĕсене вуласа пачĕ.

Халăх килĕсене салансан Шаукат Рифкатович канаш членĕсемпе, вырăнти аксакалсемпе тата килнĕ хăнасемпе çавра сĕтел хушшине вырнаçса «Елчĕк округĕнчи халăхсен хутшăнăвĕ» темăпа канашлу ирттерчĕ.

— Эпир чăвашсен хушшинче чылай çул пурăнатпăр. Эс тутар, эс чăваш тесе пĕр-пĕрне уйăрасси çук. Тутарсем — чăвашла, чăвашсем тутарла пĕлеççĕ. Ваттисемпе пирĕн ăрурисем икĕ чĕлхепе аван калаçаççĕ. Тутар каччипе чăваш хĕрĕ пĕрлешсе çемье çавăрнă тĕслĕхсем те сахал мар пирĕн тăрăхра, — терĕ Шаукат Рифкатович.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ темăпа иртекен канашлăва Елчĕк округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Тихонова хутшăнчĕç.

— Пирĕн чăмăртанса пĕрле пурăнмалла. Усалпа, киревсĕр пулăмпа, çитменлĕхсемпе пĕрле кĕрешмелле. Çакнашкал тĕл пулусенче туслăх çирĕплетет, ума тухса тăракан чăрмавсем сирĕлеççĕ. Мĕнле тĕн, мĕнле наци çынни пулни чăрмав кăларса тăратмасть. Кашни халăх пĕр-пĕрин тавра курăмне пуянлатать, ăс-хакăлне тарăнлатать, — палăртрĕ Владимир Николаев.

Вăлах тĕл пулăва пухăннисене округ пуçлăхĕн Леонард Левыйăн уяв ячĕпе хатĕрленĕ саламне вуласа пачĕ.

Ольга Тихонова пĕрлĕхре тата туслăхра туса ирттернĕ ĕçсем, пурнăçламалли тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Вырăнти активистсем калаçу вăхăтĕнче çывăх вăхăтра татса памалли пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕç. Сумлă ватă — Сăрьел, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕнче тăрăшнă Фаик Идиатуллин хăйĕн сăмахĕсенче тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ. Çав вăхăтрах ял халăхне пăшăрхантаракан чи пĕлтерĕшлĕ тема — Кушкă ялĕн чиккинчен пуçланса Сăрьел ялĕ патне илсе пыракан çул-йĕре юсасси — çинче чарăнса тăчĕ. Владимир Арсеньевич асăннă ыйту çине хуравланă май ку тема округ ертỹлĕхĕн умĕнче çивĕччисен йышĕнче тăнине палăртрĕ, çавна май ăна татса парас енĕпе тивĕçлĕ йышăнусем тума пуçăнасси пирки каларĕ.

Тĕл пулу ăшă калаçупа вĕçленчĕ. Сăрьелсем килнĕ хăнасене чейпе, вĕри апатпа сăйларĕç.

Сăмах май, Шаукат Салахутдинов пирки уйрăммăн палăртса хăварар. Вăл 1960 çулта Сăрьел ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн Пăвари ветеринари техникумĕнче вĕреннĕ. Çар тивĕçне пурнăçласан пĕр тапхăр Чĕмпĕр облаçĕнче хăйĕн профессийĕпе тăрăшнă. Вăхăт иртнĕ май агроном профессине алла илсе агрономра, председатель çумĕнче вăй хунă. 2015 çулта ăна маларах асăннă прихут имамĕ тата мечĕт çумĕнчи канаш председателĕ пулма суйланă.

Саланас умĕн икĕ халăх представителĕсем çакăн евĕр канашлусене час-час йĕркелеме, вĕсенче тĕрлĕ ыйтăва çĕклеме тата сỹтсе явма калаçса татăлчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулăва хутшăннă ушкăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code