Воскресенье, 7 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

БРИКС вăййисенче

Хусан хулинче июнĕн 12-23-мĕшĕсенче 80 ытла çĕршыв командисем хутшăннипе БРИКС вăййисем пыраççĕ.

Виçĕ пин спортсмен хăйĕн ăсталăхне 27 спорт тĕсĕнче кăтартĕ. Йывăр атлетсем хăйсен ăмăртăвне вĕçленĕ. Унта Раççей спорт мастерĕ Полина Андреева (пĕрремĕш тренерĕ — Виталий Марков) 49 килограмлă виçе категорийĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унăн икĕ енлĕ кĕрешỹри кăтартăвĕ — 162 кг.
Кавал хĕрĕ Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Иванов патĕнче ăсталăхне туптать.

Чи лайăххисем

Чăваш Енри шахмат вĕренĕвĕн ресурс центрĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин «Ача-пăча спорчĕ» проект координаторĕ Леонид Пронин пулăшнипе хăвăртлăхлă шахмат турнирне йĕркеленĕ.

«Ăрусен тĕл пулăвĕ» ятпа иртнĕ ăмăртăва 58 çамрăк шахматист тата çак спортăн ветеранĕсем хутшăннă май, çакна палăртма кăмăллă: «Ял вырăнĕнчи чи лайăх шахматист» номинацире Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Денис Долгов çĕнтернĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче те пирĕн енчисем — Курнавăшри Андрей Афанасьевпа Елчĕкри Роман Фомкин.

Пирĕн ентешĕн — кĕмĕл

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетсен Атăл çи округĕн чемпионачĕ иртнĕ.

Пин ытла спортсмен хушшинче Чăваш Ен представителĕсем те пьедестал çине чылаййăн хăпарма тивĕçнĕ. Çав шутра пирĕн ентеш те: Тĕмер каччи Николай Алексеев сăнă ывăтассипе кĕмĕл медальлĕ пулнă. Вăл асăннă спорт дисциплининче республикăра пĕр хутчен мар палăрнă. Аслă Пăла Тимешре çуралса ỹснĕ Серафима Самакова (хăвăрт утассипе) та парнесĕр юлман.

Мускавра çĕнтернĕ

Çĕршывăн тĕп хулинче иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче «Кĕрешỹ» ăмăрту та нумай спортсменпа куракана пуçтарнă.

Çапла пулмасăр, сакăр регион çамрăкĕсем хушшинче кавир çине Елчĕк арĕсем те тухнă та. Çĕнĕ Пăвари Евгений Абрамов унта 50 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. 90 килограмран йывăртарах атлетсем хушшинче финалта вăл Самар облаçĕнчи Сергей Егоровпа тĕл пулнă, ăна шутлă минутсенче çурăмĕ çине çавăрса çапнă. Хăйсен виçисенче Женьăн юлташĕ Роман Иванов (Аслă Шăхаль) 2-мĕш вырăн, Аслă Елчĕкри Дмитрий Борисов 3-мĕш вырăнсене тухни те аван.

ГТО тусĕсем

Курнавăшри вăтам шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерьне çỹрекенсем хăйсем спортпа туслине çирĕплетнĕ.

1-4 классенче вĕренекенсем — 17 ача — тăрăшсах ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Округри ГТО нормисен тесчĕн центр судйи Петр Смирнов каланă тăрăх, ачасен пысăк пайĕ ылтăн паллăна тивĕçме пултарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code