Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин «Паттăрсен вăхăчĕ» программăпа килĕшỹллĕн вĕренекенсемпе тĕл пулнă.
Уçăмлатни кирлех: асăннă проектăн тĕп тĕллевĕ — ятарлă çар операцине хутшăнакан офицерсенчен пысăк квалификациллĕ ертỹлĕх кадрĕсене хатĕрлесси. Пĕрремĕш юхăма суйласа илнĕ 83 çын малашне хăйсен пĕлĕвне патшалăх ĕçĕ-хĕлĕнче те усă курма пултарĕç. Хальлĕхе вĕсене практика, теори хатĕрленĕвĕ, наставниксемпе ĕçлесси кĕтет. Вĕсен йышĕнче — Раççей Правительство членĕсем, çĕршыври пысăк компани акционерĕсем.
Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулинчи тĕл пулура çĕршыв ертỹçипе Елчĕкре çуралса ỹснĕ Александр Тихонов полковник та куçа-куçăн калаçнă.
— Президент академийĕ пире патшалăха тытса пырассин процесĕсене тĕплĕ тата тĕрĕс ăнланма май парать, — палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Александр Михайлович. — Хамăн юлташсем пекех, эпĕ те организаторсене тав тăватăп. Вĕсем кашни занятие слушательсен сĕнĕвĕсене шута илсе çỹллĕ шайра ирттерни кăмăла çĕклет.
Ентеш хăйне Чăваш Енрен пулнине, виçĕ пĕр тăван çар операцине хутшăннине пĕлтернĕ. Президент тỹрех иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче Тихоновсенчен кĕçĕннипе — Владимирпа телефонпа вăрах калаçнине аса илнĕ.
«Эпĕ пĕр тăвансем хĕрỹ точкăра пĕрле çапăçнине пĕлсен ун чухне çапла шутларăм: пĕрин каймалла унтан, — тенĕ тĕл пулура Президент. — Генштаб начальникне Герасимова унтан илсе тухма хушрăм. Тăрук вăл мана: «Каймасть», — тет. «Мĕнле каймасть?». «Каясшăн мар, пиччесем кунта çапăçаççĕ — манăн та пĕрле пулмалла, тет». Ун хыççăн эпĕ каларăм: «Тупăр ăна, телефонпа хам калаçса илетĕп».
Владимир Путин офицер патне хăех шăнкăравланă, çапăçу зонинчен тухса кайма хушнă: «Майор юлташ, эсир мана лайăх илтетĕр-и? Ку — приказ. Ăнлантăр-и? Пурнăçлăр».
Ертỹçĕ Володя халь ăçта пулнипе те кăсăкланнă. «Академи слушателĕ, — хуравланă Александр. — Пичче СВОрах».
…Тăрăм ялĕнчи Михаил Федоровичпа Татьяна Владимировна Тихоновсен виçĕ ывăлĕ те çар ĕçне суйласа илнĕ. Хăшĕ-пĕри «блат» пулнăран çĕкленнĕ теме пултарĕ. Çук, мĕншĕн тесен çĕршыва чунтан парăннăскерсем тĕрлĕ çулсенче тата тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ.
Асли, Дмитрий, Александртан тăватă çул аслăскер, Ульяновскри Суворов училищине, çар çыхăнăвĕн университечĕн филиалне пĕтернĕ. Майора Паттăрлăх орденĕпе тата «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăланă.
Вăталăххи пирки маларах асăннипе çеç çырлахма май çуках. Унăн служба анкетипе паллашсан çакă курăнать. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Хусанти артиллерин çар университетĕнче, Санкт-Петербургри Михайлов çар артиллерийĕн академийĕнче пĕлỹ илнĕ. 2023 çулхи авăн уйăхĕнчен — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генеральнăй штабĕн çар академийĕн слушателĕ. Вăл Çурçĕр Кавказри, Сирири хирĕç тăрусене хутшăннă. Аманнă. Александр Невский, виçĕ Паттăрлăх орденĕсен, ултă çар медалĕн кавалерĕ шкул тапхăрĕнче спортпа кăна мар, музыкăпа туслă пулнине те палăртать. ЧПУна хăйĕн шкулти юлташĕпе, халĕ ĕнтĕ паллă эстрада юрăçипе Алексей Московскипе пĕрле чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. Çапла вара çамрăклах баяна, хут купăса, гитарăна парăнтарнă. Вăл хăйĕн пуласлăхне пултарулăхра та, çар ĕçĕнче те курнă. Татăклă утăм тума вара пиччĕшĕ пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарни хистенĕ-тĕр. Уншăн вăл идеал пулса тăнă.
Туслăха вара Александр Михайлович çирĕп упрать: Алексейпе час-часах çыхăнать телефонпа, май пулсан — курнăçаççĕ те.
Çакна та пĕлтерер вулакана: Тихоновсен ятарлă çар операцине хутшăннă тăваттăмĕш офицер та пур. Вăл — Александрăн мăшăрĕ Римма Сергеевна. Виçĕ ачине ашшĕ-амăшĕ патне хăварнă та… тухса вĕçтернĕ. Разведка ротин аслă лейтенанчĕ хăюлăхпа паттăрлăхшăн Суворов медальне тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл Мускав хулинчи пĕр çар чаçĕнче службăра тăрать.
Тихоновсен кĕçĕнни — Владимир — пĕлтĕртенпе гвардин подполковникĕ. Унăн малтанхи çар заведенийĕ — Екатеринбургри артиллери çар университечĕ. Хальхи вăхăтра Санкт-Петербургри Совет Союзĕн Маршалĕ С.М.Буденный ячĕллĕ Хĕрлĕ ялавлă çыхăну академийĕнче вĕренет. Вăл Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă. Ятарлă çар операцине малтанхи кунсенчех кĕнĕ. Паттăрлăх орденĕн (2 хутчен) кавалерĕ. Ăна тата Александра çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн çавăн пекех IV степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.
Пĕр тăван Тихоновсем Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен пĕр пайĕ тата элити! Вĕсем пек Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тивĕçне пирваях приказпа мар, чун-чĕре хушнипе пурнăçлакансем пур чухне эпир хамăра шанчăклăхра туятпăр. Вĕсем пек маттур çар çыннисем пуртан эпир вăйлă. Вĕсем паттăр пулнăран тăшмана çĕнтеретпĕрех.
Николай МАЛЫШКИН.