Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăл пур — ял пуласлăхлă

Çăл пур — ял пуласлăхлă

Авалтанпах çыншăн шыва тупса упраса хăварасси пысăк тĕллев шутланнă. Ăна хакланă, вăл пурнăç çăл куçĕ пулнине ăнланса, хисеплесе пăхнă.

Шыв этем пурнăçĕнче кăна мар, пĕтĕм Çĕр пурнăçĕнче те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн кашнийĕнех шыва упрамалла, унăн мĕн пур çăл куçне — пĕчĕк çырмасене, юхан шывсене, кỹлĕсене упрамалла.

Пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, ĕçмелли шыв тасалăхĕ — сывă пурнăçшăн чи кирли. Ялсенче ăна тасатакан сооружени çук вĕт, йăлара тата апат-çимĕç валли усă курма эпир тĕрлĕ çăл куçсенчен илетпĕр: çăлтан, кỹлĕ-çырмаран, çынсем хăйсем тунă пусă-тарасаран.

Тĕмер ялĕнчи Сад урамĕн варринче тараса пур. Унта шыв питĕ çемçе те тутлă, çавăнпа та кас çыннисем нумайăшĕ паянхи кун та (чылайăшĕн картишĕнче тараса пур пулин те) ĕçмене çакăнтан илме тăрăшать.

Ĕлĕк тарасана, унăн таврашне кỹршĕри çуртсенче пурăнакансем тирпейлесе тăнă. Çак çынсенчен нумайăшĕ пурнăçран та уйрăлнă ĕнтĕ. Урамри пĕчĕк объекта сыхласа хăварасси вара эстетика тĕлĕшĕнчен кăна мар, экологи енĕпе те кирлине шута илсе Сад урамĕнче тĕпленнисем территори пайĕн администрацине ыйтупа тухнă: «Тарасана пуçару мелĕпе тĕпрен юсамалла». Паян шутланă ĕçе вĕçне çитерме май килнишĕн, тутлă шывпа туллин усă курма май пулнишĕн савăнаççĕ. Пирĕн урамрисем тарасана çĕнĕ «пурнăç» парнелеме пулăшнăшăн Николай Анатольевич Салминпа Андрей Владимирович Мисяков уйрăм предпринимателе тав тăваççĕ.

Кивĕ пусă вырăнне çĕнни туни паха — пурнăç малалла кайнине пĕлтерет вăл.

Алина АЛЕКСАНДРОВА.
Тĕмер ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code