Воскресенье, 7 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Кивĕ Эйпеç ялĕнче «Очаг» ятпа официаллă майпа регистрациленнĕ территорири общество хăй тытăмлăхĕн ĕçне Раççей шайĕнче тивĕçлипе хакланă. Вĕсем Президент гранчĕсен фончĕн «Социальное обслуживание, социальная поддержка и защита граждан» енĕпе иртнĕ конкурсĕнче çĕнтернĕ, 307 541 тенкĕлĕх гранта çĕнсе илнĕ.

Тĕрĕссипе каласан, ял çыннисем иртнĕ çулсенчен тытăнсах хăйсен пуçарăвĕпе тăван кĕтесе тирпей-илем кĕртесссипе пысăк пуçарулăхпа тимлеççĕ, çак ĕçе çамрăксене те активлăн явăçтарнипе палăрса тăраççĕ.

2023 çулта территорири общество хăй тытăмлăхĕ регион шайĕнчи «Лучшая муниципальная практика» конкурсĕнчи уйрăм номинацире çĕнтернĕччĕ. 2024 çулта «Очаг» председателĕ Николай Кожевников çак конкурсăн «Лучший председатель территориального общественного самоуправления» номинацийĕнче 1-мĕш вырăна тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code