Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтерсем валли конкурс

Волонтерсем валли конкурс

Çĕршывра волонтерсен Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Раççей доброволецĕсем – 2019» конкурс старт илнĕ.

Унта çынна, чĕр чунсене, çут çанталăка усăллă ĕçпе пулăшас текен активлă волонтерсем хутшăнма пултараççĕ. Камăн та пулин ырă та сăваплă ĕç тума волонтер проекчĕсем е ытти пуçарусем йĕркелеме майсем пур, тархасшăн, хăвăрăн ĕçĕрсемпе конкурса хутшăнма пултаратăр. Заявкăсене сакăр çулхи ачаран пуçласа кирек кам та тăратма пултарать. Çавăн пекех хăй тĕллĕн ĕçлекен организаци-учреждени те.

Конкурс тăватă тапхăрпа иртет. Чи малтанах июнĕн 16-мĕшĕччен заявка тăратмалла. Унта хăш номинацие суйласа илнине пĕлтерсе анкета çырмалла. Ун хыççăн, июнĕн 17-30-мĕшĕсенче, куçăмсăр тапхăр иртет. Экспертсем проектсемпе ĕçсене тишкереççĕ. Конкурса хутшăнакансен ятарлă ĕçсем те пурнăçламалла. Вĕсем кашни конкурсантăн харпăр хăйĕн кабинетĕнче паллă пулаççĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 13-мĕшĕччен конкурсăн çурма финалĕ иртет. Çак тапхăрта проектсене эксперт комиссийĕ умĕнче хÿтĕлемелле. Итогсене пĕтĕмлетнĕ май кашни номинацин 10 финалистне палăртаççĕ.

Конкурс финалĕ октябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 10-мĕшĕччен иртет. Ку чухне вара финалистсен ĕçне федераци шайĕнче пăхса тухаççĕ. Ĕçсене халăх суйлавне тăратаççĕ. Финала тухнисене декабрĕн 5-мĕшĕнчи доброволецсен пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен форумне йыхравлаççĕ.

Конкурса çамрăксемпе ĕçлекен федераци агентстви, Роспатриотцентр, Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕ тата волонтерсен центрĕн ассоциацийĕ ирттерет.

Заявкăсене «Рожденные помогать», «Вдохновленные искусством», «Оберегая сердцем», «Помощь детям», «Смелые сердцем», «Вокруг меня», «Говорит волонтер», «Уверенные в будущем», «Равенство возможностей», «Организатор добровольчества», «Творческая работа», «Доброе дело», хăй тĕллĕн ĕçлекен организацисем валли «Волонтерский центр», «Душа компании» номинацисемпе йышăнаççĕ.

Фондăн гранчĕсем пысăк. Чи лайăх проектсене пурнăçа кĕртме 2 миллион тенкĕ таран уйăрса параççĕ. Конкурс пирки тĕплĕнрех «Доброволец России – 2019» сайта кĕрсе пĕлмелле.

М.ВАСТУЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code