Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тирпейлĕх хăна валли кăна мар…

Тирпейлĕх хăна валли кăна мар…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе йĕркеленĕ канашлура ытларах иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетесси тĕп вырăнта пулчĕ.

Района ĕçлĕ визитпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков килсе кайни пирки маларах хаçатра çырнăччĕ. Вăл пĕр кунра 9 объектра пулса курма ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчи ĕç йĕркелĕвĕн лару-тăрăвĕпе пĕтĕмĕшле илсен кăмăллă юлнă. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕкре тепĕр пысăк мероприяти – Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе муниципаллă районсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен стратегиллĕ сессийĕ иртнĕ. /Паянхи номерте – уйрăм статья/.

Хăна киличчен кашниех алкум, хапха умне шăлса тасатать мар-и? Асăннă пысăк мероприятисем умĕн те район центрĕнче, унăн тулашĕнче тирпей-илем тĕлĕшĕпе чылай ĕç пурнăçланă. Леонард Левый туса ирттернĕ ĕçсене тивĕçлипе хакларĕ. Çав вăхăтрах яваплă ертÿçĕсем хăш-пĕр кăлтăксене «курманни» пирки те асăрхаттарчĕ. Тасалăхпа илем хăнасем валли кăна мар – пĕтĕм вырăнта тăтăшах çутă сăн-сăпат пулма кирлĕ. Кашни предприяти-организаци, уйрăм кил-хуçалăх хăйĕн территорине çум курăкран вăхăтлă тасатса тăма тивĕçлĕ. Пăралуккасене те йĕркене кĕртмелле, вĕсем пĕчĕк вăрмана ан çаврăнччăрах…

Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова «2021 çулхи чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти тапхăрĕн кăтартăвĕпе паллаштарчĕ. Палăртма кăмăллă: тĕрлĕ номинацире районти виçĕ ял тăрăхĕ малтисен йышне кĕме пултарнă. Аслă Пăла Тимешсем «Нацисем хушшинчи туслăхпа килĕшĕве çирĕплетесси» номинацире çĕнтерсе вара 120 пин тенке тивĕçнĕ. Вĕсем республика чысне федераци шайĕнче хÿтĕлĕç. Ытти номинацире Елчĕксемпе /100 пин тенкĕ/ Аслă Елчĕксем /80 пин тенкĕ/ 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Тепĕр конкурс та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пурăнакан вырăнсенче йывăç-курăк лартса çитĕнтерес, тирпей-хăтлав кĕртес тĕлĕшри смотр-конкурса республикăра 2005 çултанпа ирттереççĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров шăпах çакăн пирки чарăнса тăчĕ те. Палăртнă конкурса район нихăш çул та хутшăнмасăр юлман-ха, кăçал вара 5 номинаципе иртекен пултарулăх тупăшăвне кашни ял тăрăхĕ хутшăнĕ. Маларах, çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче, ăна район шайĕнче пĕтĕмлетĕç.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов вырма, хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вакцинаци ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code