Вторник, 2 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ

Кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ

Почта çыхăну уйрăмĕсенче 2024 çулхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарассин кăтартăвĕсене çитес кунсенчех татăклăн пĕтĕмлетеççĕ. Унччен «Елчĕк ен» хаçата çырăнтарас ĕç мĕнле пынипе кăсăклантăмăр.

Светлана Сергеева ертсе пыракан Кавалти çыхăну уйрăмĕнчи почтальонкăсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта округ хаçатне халăх хушшинче 181 экземпляр сарнă. Иккĕмĕш çур çул валли те ăна, июнĕн 26-мĕшĕ тĕлне илсен, 171 экземпляр çырăнтарнă.

Аслă Пăла Тимешри çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Татьяна Столярова палăртнă тăрăх, кунта çак вăхăт тĕлне «Елчĕк ене» 206 экземпляр (пĕрремĕш çур çулта 214 экземпляр пулнă) çырăнтарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code