Воскресенье, 30 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Лайăххисен йышĕнче

Лайăххисен йышĕнче

2023 çулхи кăтартусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Ен вăрман хуçалăхне ертсе пырассипе ТОП-10 регион йышне кĕнĕ. Ĕçсене 32 критерипе, 6 ушкăнра хакланă.

«2022 çулхипе танлаштарсан 47 регион хăйĕн рейтинг кăтартăвне самай лайăхлатнă. ТОП-10 регион йышне тата 4 регион кĕнĕ. Ку шутра — Киров облаçĕ, Карели, Удмурт тата Чăваш республикисем. Регионсенче вăрмансене пушартан, чир-чĕртен хỹтĕлес, çĕнĕ хунав лартас ĕçсем лайăхланнă», — тесе палăртнă Рослесхоз ертỹçи Иван Советников. Вăрман хуçалăхĕн ĕçне лайăхлатассипе çавăн пекех Тутарстан, Карели, Удмурти, Волгоград, Чулхула, Ленинград, Тверь, Киров тата Смоленск тăрăхĕсем палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code