Воскресенье, 30 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Регион чысне хỹтĕленĕ

Регион чысне хỹтĕленĕ

Пермь хулинче Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Атăл çи федераци округĕн сĕтел çи вăййисен «Новус» фестивальне ирттернĕ.

Унта çавăн пекех Урал тата Çурçĕр-Хĕвел анăç федераци округĕсен спортсменĕсем те хутшăннă. Чăваш Ен чысне пирĕн округ представителĕсем — Александр Портнов, Эльвира Морозова тата Николай Никифоров хỹтĕленĕ.

Вĕсем, ыттисем пекех, вăйăсенче хăйсен ăсталăхне уйрăммăн та, икшерĕн те, командăпа та кăтартнă. Пĕтĕмĕшле зачетпа вăл шайра 12-мĕш вырăн йышăнни начар мар тĕслĕх. Регионтан виçĕ спортсмен та пирĕн тăрăхран пулни те мухтанмалăх.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code