Воскресенье, 30 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фермерсемпе тĕл пулнă

Фермерсемпе тĕл пулнă

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Фермерсен шкулĕ» проектăн 5-мĕш тапхăрĕн вĕренекенĕсемпе тĕл пулнă. Унта «Хăмла туса илесси», «Агротуризм» тата «Пахча çимĕç çитĕнтересси» енсемпе пĕлỹ илекен 40 ытла фермер хутшăннă.

Тĕлпулу уçă калаçу формачĕпе иртнĕ. Фермерсем хăмла культурине çитĕнтерекен питомниксене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме ыйтнă. Улма-çырлапа ĕçлекенсем плантацисенче агротуризма аталантарассине, унта çырла пухма тата тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме май пуррине каланă. Фермер туяннă ял хуçалăх техникин тăкакне 45 процент таран саплаштарма ыйтнă. Хальлĕхе кун йышши пулăшу çырлапа ĕçлекенсене пырса тивмест. Сергей Артамонов министр сĕнỹсене ĕçе кĕртессине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code