Суббота, 5 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра çĕнтернĕ

«Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра çĕнтернĕ

Республика шайĕнче пĕлтернĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн чысне мĕнпур енĕпе пултаруллă та маттур 26 хĕрарăм хỹтĕленĕ, 5-шĕ тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.

Эпир вĕсенчен кашнине лайăх пĕлетпĕр, паллатпăр. Ятран аса илер: тĕп библиотекăри право центрĕн заведующийĕ Диана Васильева «Мы — молодежь 21 века!» номинацире пĕрремĕш! вырăна çĕнсе илме пултарнă. Чăннипех маттур эсĕ, Диана!

«Прогресс» АХОри Людмила Теллина специалист (номинацийĕ — «Свое, Чувашское, родное) — иккĕмĕш, Елчĕк округ сучĕн секретарĕ Татьяна Казакова («На страже закона») — виççĕмĕш, Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи культура çурчĕн культорганизаторĕ Наталия Муллина («Мы созданы, чтобы творить») виççĕмĕш, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Алевтина Иванова («Жди меня») виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code