Четверг, 4 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яланах халăх хушшинче

Яланах халăх хушшинче

Геннадий Тимофеевич Туманов 1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Лаш Таяпари вăтам шкула, КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин заочнăй аслă шкулне пĕтернĕ. 1958-1967 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче слесарь-хатĕрлевçĕре, партин Елчĕк райкомĕн инструкторĕнче, 1978-1982 çç. Лаш Таяпа ял Канашĕн председателĕнче, 1982-1991 çç. «Слава» хуçалăхăн партком секретарĕнче, 1991-1995 çç. колхоз председателĕн заместителĕнче, хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче ĕçленĕ. 1995-2006 çç. — ялти клуб заведующийĕ.

Ăна Халăхсен туслăхĕн орденĕпе (1986) наградăланă.

Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Геннадий Тумановпа совет саманинче пĕрле ĕçлеме тỹр килнĕрен, хальччен те тĕрлĕ мероприятисенче час-часах тĕл пулнăран унăн çынлăх пахалăхĕсене çирĕплетме пултаратăп пулĕ тесе шутлатăп. Ырă кăмăллă, сăпайлă, сасса хăпартмасăр, сăмаха васкамасăр шутласа калакан вăл.

Виçĕмкун 85 çул тултарнă ĕç ветеранĕпе маларах тĕл пулнă май, ăна хăйĕн утса тухнă кун-çулне тишкерме ыйтрăм. Вăл вара шухăша кăштах айккине пăрчĕ — ашшĕ-амăшĕ пирки пуçларĕ сăмахне. Унăн лайăх енĕ кунта та курăнчĕ ав.

Ашшĕпе амăшĕ

Тимофей Кириллович (1902-1942) 1939-1940 çулсенче Елчĕкри типографи директорĕнче, 1940-1941 çулсенче Çĕнĕ Эйпеç ял совет ĕçтăвкомĕн, Чапаев ячĕллĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Вăрçă пуçланас умĕн Лаш Таяпа, Шăмалак тăрăхĕсенчи çамрăксене çар ĕçне вĕрентнĕ.

Выçлăх çулĕнче Чечняна тарçа кайса кĕнĕ. Бронь панă пулсан та 1942 çулхи кăрлачра фронта ăсатнă ăна — пĕр «куккан» ывăлĕ вырăнне. Çав çулхинех, çурла уйăхĕнче, хыпарсăр çухалнă. Пĕрле çапăçнă Аслă Елчĕк çамрăкĕ аманса таврăнсан мăшăрне Тимофей осколока пула питĕ йывăр сусăрланнине, ăна çапăçу хирĕнчен илсе тухнине пĕлтернĕ. Çĕнĕ Эйпеçĕнчи Семен Андреевич Воробьев та курнă иккен ăна. Çулсем иртсен çав пулăм пирки хăйĕн аса илĕвĕсенче çырса хăварнă. Салтак ывăлне, Геннадие те, хыпарланă.

— Çакăн хыççăн шырама пуçларăмăр эпир хыпарсăр çухалнă аттене, — ку тема çине пысăк пусăм турĕ вăл. — Мускав облаçĕнчи Электросталь таврашĕнчи çапăçусенче пулнине шута илсе хулари музейра, 10-мĕш вăтам шкулта, масар çинче пултăмăр. Госпитальте сывалсан Ржев çывăхĕнче çапăçма пултарнин хамăрăн иккĕленĕве те сирес терĕмĕр. Кăлăхах, унта та тупаймарăмăр. Кунпа çеç чарăнмастпăр-ха, кăçал Подольскри çар архивне çитсе килесшĕн.

Амăшĕ — Марфа Осиповна (1902-1975) Кивĕ Эйпеç хĕрĕ пулнă — Сусметова. Комсомол юхăмĕн хастарĕпе Зинаида Сусметпа тăванлă çеç мар, çывăх тантăшсем те.

Ялти çын ăçта кайтăр, унтах пилĕк авнă ĕнтĕ. Çичĕ ачаран Геннадий чи кĕçĕнни пулнă. Аслă тетĕшĕсем, 1924, 1926 çулсенче çуралнăскерсем, конькипе ярăнассипе ăмăртусене тăтăшах хутшăннăран, пуç çине ỹксе пĕр хутчен мар аманнă. Çакă синкерлĕх патне илсе пынă: 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн тĕрлĕ кунĕсенче иккĕшĕ те ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă. Мăнтарăн ашшĕ çак хыпара пĕлмесĕрех юлнă-ши?

Хĕрĕсем, амăшĕн тĕп тĕрекĕ, фермăра вăй хунă. Торф кăларассинчен, вăрман касассинчен те пăрăнса юлман вĕсем.

Кĕçĕн ывăлĕ

Çемьере Геннадий кĕçĕнни пулсан та, ачашласа утьăкка сиктермен ăна — хăйĕн ỹсĕмне тивĕçỹллĕ ĕçсене тăтăшах кỹлнĕ. Çавна май тарпа пиçĕхнĕ кунсем ял çыннин çăмăл мар пурнăçне туллин уçса пынă. Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усманни, тĕллевсене пурнăçлассинче çине тăни ăна вăйлă пулма хистенĕ çеç.

Пурнăç тĕрĕслевĕ вара ăна нумай кĕттермен. Хĕсметре ун чухнехи пек 3-4 çул мар, 9 (!) çула яхăн тăнă вăл. Сăлтавĕ — Куба кризисĕ пулнăран тата вĕсене улăштаракансем çукран. Çулталăк Бурятире кĕçĕн авиаци специалистне вĕренсен ытти тапхăрне Геннадий Туманов Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче ирттернĕ. Авиацин çар транспорт полкĕн бортмеханикĕ, «ахаль» сержант 4 çул самолетпа вĕçнĕ!

— Планпа çулталăкра 40-50 сехет кăна вĕçмелле пулнă пирĕн, эпир вара 180-200 сехете çитернĕ, — вĕçев тапхăрне тулли кăмăлтан аса илет ĕнерхи кĕçĕн командир. — Тỹпене çула тухиччен штурман çанталăк прогнозне тишкеретчĕ, анчах ялан вăл пĕлтернипе тỹр килместчĕ. Аслатиллĕ çумăр е çиçĕм вăхăтĕнче питĕ хăрушăччĕ. Самолет айккинчен айккине силленетчĕ.

Парашютпа 11 хутчен сикни те асĕнче яланлăха юлнă унăн.

— 800 метр çỹллĕшĕнчен анаттăмăр. Парашют тем вăхăт уçăлман пекчĕ, ерипен аннă май, çĕр хирĕç хăпарнăн туйăнатчĕ. Пысăк вольтлă электролинисем çине анса ларас хăрушлăх та пурччĕ. Парашюта пуçтарасси питĕ кансĕрччĕ. Ача чухне питĕ летчик пулас килетчĕ, бортмеханик пулса вĕçсе курни те темрен паха, — пысăк хавхаланупа уçать иртнине вăл.

Çар службинче спорт яланах тивĕçлĕ вырăнта. Полкра Г.Туманов ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине ертсе пынă. Ку енĕпе унран тĕслĕх илмелли пулнах: вăл Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче яланах 1-3 вырăнсене йышăннă. Спорт мастерĕн кандидачĕ те. Пултарулăхне кура ăна Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ физкультура институтне вĕренме кĕме те хистенĕ. Анчах 25 çулхи çамрăка йышăнман — пĕр çул аслăрах иккен.

Геннадий Тимофеевич физкультурăпа спортран нихăçан та уйрăлман-ха. Тивĕçлĕ канăва тухма тăватă çул юлсан ăна ялти клубра ĕçлеме сĕнеççĕ. Ỹсĕр çамрăксем йĕркене пăсни нумай çынна пăшăрхантарнă. Эппин, йĕрке кирлĕ. Килĕшнĕ пулас пенсионер.

Малалла хăй каланине тĕпе хурар-ха:

— Пĕрремĕш каçах пуху ирттертĕмĕр. «Сире мĕн çитмест?» — тетĕп. «Спорт!» — теççĕ, хайхисем. «Мĕнли?». «Кире пуканĕ йăтасшăн эпир!». Кайрĕ вара çапла ĕç. Кун йĕркине çирĕплетнĕ май тренировкăсене эрнере 3 хутчен калаçса татăлтăмăр ирттерме. Кирлĕ инвентарь тупрăмăр, зала турник те вырнаçтартăмăр. Йĕпе-сапара иккĕмĕш пушмакпа усă курнă. 30 çынна та çитсе кайрĕ. Кун чухлĕ йышпа мĕнле ĕçлĕн? Вара вĕсене тĕрĕслев витĕр йышăнма пикентĕмĕр. Турник çинче епле ĕçленине шута илсе. Ку тĕлĕшпе Василий Воробьев яваплăччĕ. Хăй вылянатчĕ кăна ĕнтĕ. Мĕн кăна туса кăтартмастчĕ-ши? Урисене икĕ 24 килограмлă пукансене çыхса туртăнатчĕ те. Вăл тата манăн кĕçĕн ывăл Алексей кире спортĕнче кандидат нормативне тултарчĕç, 1-мĕш разрядлисем вуннăн та пулнă. Районти ăмăртусене 15 çынран кая мар хутшăннă пирĕн ялтан. Ытти представительсем тĕлĕнетчĕç вара. Командăпа пĕр хутчен мар çĕнтерỹçĕ кубокĕпе те таврăннă эпир. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕ те ĕçленĕ.

Клуб заведующийĕ ăмăртусене хутшăнса яш-кĕрĕме хăй те ырă тĕслĕх кăтартнă. Район е республика шайĕнче кăна та мар. Вăл — ветерансем хушшинче виçĕ хутчен Европа чемпионĕ, икĕ хутчен тĕнче чемпионачĕн призерĕ.

Геннадий Тимофеевича пирваях çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл пулманах. Çапах та çынпа кирек мĕнле самантра та лăпкăн, виçеллĕ калаçма хăнăхнăскере мĕн шутланине кирлĕ енне сулăнтарма кăткăс та пулман-тăр. Ара, вăл çак таранччен халăхпа ĕçлет вĕт. «Слава» колхоз чапĕ кĕрленĕ çулсенче тĕп ĕçсемпе тимленисĕр пуçне агитаторĕ, лекторĕ, пропагандисчĕ те хăех пулнă. Вăл çирĕп актив йĕркеленĕ. Вĕсене пĕлсе ертсе пынипе пĕтĕм ĕçе усăлăх енне çавăрттарнă та ĕнтĕ. Хуçалăхри 120 парти членĕ хăех пысăк вăй ун чухне.

Ĕмĕрне халăхпа ĕçленĕрен воспитателе, психолога та çаврăннă пулĕ Геннадий Тимофеевич. Тĕп ĕçпе пĕрле тỹлевсĕррине, чун туртнине те, нумай туртса пынă вăл. Çỹлерех те асăнтăмăр ĕнтĕ. Ял старостинче кăна 30 çул тăрăшнă! Çак тапхăрти пысăк ĕçсенчен чи малтан вăл ялта кỹлĕ чавтарнине асăнчĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕпе те çыхăннă ку. Исеккелпе Çĕнĕ Эйпеç ялĕсен хушшинчи çырмана пỹлсе пĕве йĕркелени те пысăк пулăм. Кăна ĕнтĕ ĕне выльăх валли тесе. Юнашарах курăк ани те уйăрса панă.

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче 80 ытла ĕне тытнă Эйпеçсем. Шыв пулманран выльăхсем яла таратчĕç. Çавăнпа пĕвен пĕлтерĕшĕ пысăк, — тет Геннадий Тимофеевич. — Халĕ ĕне шучĕ чакнă ĕнтĕ. Хамăр та 5-6 çул каялла кăна пăрахрăмăр-ха усрама. Пĕлтĕр вара икĕ вăкăр та çитĕнтертĕмĕр. Халĕ качака, нумай чăх-чĕп тытатпăр.

Унччентерех «Пуçару бюджечĕ» пулман, çавăнпа пĕтĕмпех халăх вăйĕпе тунă. Ашшĕне хĕрĕ Марина та, район депутачĕ пулнăскер, хăш-пĕр ыйтусене татса пама пулăшнă.

Халĕ ял старости пулса Александр Осипов тăрăшать. Вăл ертсе пынипе тата халăх пуçаруллă пулнипе ял варринче 140х34 метрлă кỹлле тасатрĕç.

Мăшăрĕ

Çỹпçипе хупăлчи тейĕн Геннадий Тимофеевичпа Елена Никитичнăна. Сăпайлă, ăш пиллĕ, сăн-питĕнчи илеме иртсе пыран çулсем те туртса илеймен. Çакнашкал ял хĕрне куçран вĕçертменех каччă. 1966 çулта çемье çавăрнă вĕсем. Пуçламăш классен учителĕ хăйĕн пĕтĕм пурнăçне пĕчĕкскерсенчен çын тăвас тесе панă. Вăрăмхăва, Акчел, Патреккел, Çĕнĕ Эйпеç шкулĕсенче ĕçленĕ вăл. Патреккелте вĕреннисем халĕ те çыхăнура унпа: пĕрремĕш вĕрентекенне тĕрлĕ уявпа тăтăшах саламлаççĕ. Килне пырса та.

Геннадий Тимофеевич, эсир телейлĕ-и?

— Телейлĕ кăна мар, супер телейлĕ! Манăн юратнă арăм, 4 хĕрпе 2 ывăл, 13 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук пур. Мĕнле телейлĕ пулмăн? Вĕсен ăнăçăвне, савăнăçне курса пурăнатпăр эпир. Ачасем пĕр-пĕринпе питĕ туслă. Пĕр-пĕрне яланах пулăшни, пире те пысăк тимлĕх уйăрни — чи пахи тесшĕн.

Хĕрсем пурте Мускавра тĕпленнĕ. Марина стройка ĕçĕсемпе тăрăшать. Ун хыççăнхи, Надя, амăшĕ пекех пĕчĕкренех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер,кĕçĕн классемпе ĕçлет. Ача чухне «Артека» кайма та тивĕçнĕ вăл. Андрейпа Алексей ывăлсем Шупашкарти Гузовский вăрманĕнче пĕр гектар лаптăк çинче «Белка парк» йĕркеленĕ. Вĕсен ачисем те унтах ĕç вырăнĕ тупнă. Вулакансене те кайса курма сĕнетĕп унта. Наташа — тухтăр, Оля — çар çынни.

— Пурнăçăра çĕнĕрен пуçланă пулсан мĕн улăштарнă пулăттăр?

— ГСВГра 9 çула яхăн службăра тăнăран хама чăннипех çĕршыв патриочĕ теме пултаратăп. Çапах та çав çулсем манăн ĕç стажне нимĕнле витĕм те кỹмерĕç — пĕр çул та хушăнмарĕ.

— Мĕн кĕтетĕр пурнăçран?

— Вăрçă чарăнтăр. Нихăçан та ан пултăр вăл. Нимĕçсемпе хутшăнусем лайăхчĕ пирĕн. Хальхи пек пулать тесе шутламан та.

— Туманов хушамат ăçтан пуçланса кайнă-ши?

— Вăт, кăна калаймастăп. Халĕччен интересленмен, чăнах та. Аттене шыранă май малашне шута илетпĕр-ха кăна…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code