Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Салтаксем патне — черетлĕ пулăшупа

Нацизма тĕп тăвас тĕллевпе сахал мар ентешĕн Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хĕç-пăшал тытма тиврĕ. Пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр çĕршывăн чысĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çирĕп тăраççĕ вĕсем.

Халăх пĕрле пулса çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшать — вăл хатĕрлекен гуманитари пулăшăвĕпе волонтерсем салтаксем патĕнче час-час пулаççĕ.

Çак кунсенче хастар волонтерсенчен пĕрне — Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Юрий Кузнецова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвĕпе чысланă. Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Юрий Анатольевича çак наградăпа ăшшăн саламланă, пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă.

Июлĕн 3-мĕшĕнче округран салтаксем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Леонард Васильевич черетлĕ хут çула тухакан ушкăна тав тунă май телейлĕ çул суннă, пулăшу аллине тăсакан халăха пысăк тав сăмахĕ каланă. Малашне те пĕрлĕхре пулар, çапла пулсан çĕнтерỹ нумай кĕттермĕ.

Пурнăç çулĕ çине

Кăçал округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчен 82 ача вĕренсе тухнă.

Иртнĕ эрнекун вĕсемшĕн савăнăçлă та хумхануллă уяв — сыв пуллашу каçĕ иртнĕ. Пурнăçăн анлă çулĕпе çыхăнтаракан уявра ĕнерхи вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата ыттисем саламланă. Леонард Васильевич 11-мĕшсем вĕренỹре, пултарулăхра, спортра шкулсен тата округ чысне тĕрлĕ шайра тивĕçлипе хỹтĕленине палăртнă, малашлăхра та çитĕнỹсене çирĕплетсе пыма сĕннĕ. Вăл уяв хуçисенчен 12-шне I степень ылтăн, 7-шне II степень кĕмĕл медальсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Чи пултаруллисем ытти тытăмсен чыс-сумне те тивĕçнĕ.

Мускаври пухура

Çĕршывăн тĕп хулинче Пĕтĕм Раççейри хĕрарăмсен — территори пайĕсен пуçлăхĕсен иккĕмĕш пухăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне, 40 регионти 80 представительпе пĕрле, Лаш Таяпа территори пайĕн начальникĕ Светлана Ермакова та хутшăннă. Вĕсен умĕнче Раççейри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Екатерина Лахова тухса калаçнă. Светлана Валерьевна Ял хуçалăх министерствин тата Ĕçлевпе социаллă аталану министерствин специалисчĕсем инвестици проекчĕсем, ял территорийĕсен аталанăвĕ пирки лекцисем вулани, уçă калаçу йĕркелени те усăллă пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code