Андрей МАКУШЕВ,
Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ:
— «Фермер шкулĕнче» производствăна çĕнĕ технологипе йĕркелеме вĕрентни агропромышленность комплексĕнчи специалистсен професси шайне ỹстерет. Çакă ял хуçалăх продукцийĕн пахалăхне, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне лайăхлатать. Проект çамрăксене яла явăçтарма, ĕçпе тивĕçтерме пулăшать. Пĕлỹпе ĕçри ăсталăха ăруран ăрăва панипе пĕрлех йăла-йĕркене упраса хăварма, çĕнĕ çитĕнỹсемпе пуянлатма май парать.
Чăваш Енре «Фермер шкулĕ» вĕренỹ проекчĕн пиллĕкмĕш тапхăрĕ пырать. Ял бизнесне аталантаракансем ку шкулта «Агротуризм», «Уçă вырăнта пахча çимĕç ỹстересси», «Хăмла туса илесси» специальноçсене алла илеççĕ.
Хальхинче парта хушшине пĕр харăс ларнă 63 çын хушшинче Елчĕк округĕн çамрăкĕсем те — Виталий Васильев (Аслă Таяпа), Евгений Цветков (Курнавăш), Артем Чернов (Аслă Елчĕк) — пур. Вĕсем пирки уйрăммăн аса илес пулсан, Виталий Васильев хальхи вăхăтра ăнăçлă ĕçĕ-хĕлĕпе палăракан фермерсен ретĕнче. Çакă пĕтĕмпех вĕсен çемйин 20 çул каяллахи пĕрлехи ĕçĕнчен пуçланнă. Тĕрĕсрех каласан, хресчен (фермер) хуçалăхне амăшĕ — Тамара Григорьевна йĕркелесе янă, ỹсен-тăран культурисене туса илессипе республикăри фермерсем хушшинче тĕрлĕ номинаципе йĕркеленĕ ăмăртусенче те хресчен (фермер) хуçалăхне çав çулсенче пĕр хутчен анчах мар палăртнă. Тамара Григорьевна халĕ çакна та пытармасть: яваплăран та яваплă ĕçе пикенме ăна ун чухне шăпах ывăлĕ хавхалантарнă. Виталий ун чухне Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче экономиста вĕреннĕ, ачаран ĕç çумне çыпăçса çитĕннĕскер, ун чухнех чăн-чăн çĕр çынни пулма ĕмĕтленнĕ ĕнтĕ.
Виталий Васильев фермерăн усă куракан çĕр лаптăкĕ те сахал мар — черетлĕ çур акире пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 450 гектар çинче акса хăварнă. Унсăр пуçне, çĕрулми лаптăкĕ те 30 гектар йышăнать. Ял хуçалăх организацийĕсенче çĕр улми туса илессине «манăçа» кăларнă вăхăтра та фермер «иккĕмĕш çăкăр» туса илессине мала хурать. Çĕр улми лартмалли тата ăна пухса кĕртмелли техника та пĕтĕмпех хăйсен. Иртнĕ çул тата тепĕр хăватлă трактор туяннă, 7 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 1000 тонна тырă вырнаçакан управ хута янă тата çакăн чухлех пахча çимĕç вырнаçакан хранилище (10 миллион тенкĕлĕх) модернизациленĕ.
«Улми йывăççинчен аякка ỹкмест», — тесе калани тĕрĕсех çав. Курнавăшри Елена тата Юрий Цветковсем те хăйсен ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхне ачисене панă. Кăçал «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухакан Евгений Цветков шăпах вĕсен ывăлĕ. Вăл малашне ашшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ пулĕ. Хальхи вăхăтра вăл хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçин çумĕ пулса вăй хурать, çапла майпа çăмăл мар çĕр ĕçченĕн ăсталăхне алла илме хăнăхса пырать.
Виталий Васильевпа Евгений Цветков «Фермер шкулĕнче» «Уçă вырăнта пахча çимĕç ỹстересси» специальноçа алла илеççĕ пулсан, Аслă Елчĕкри Артем Чернов предприниматель «Агротуризм» ăсталăхне ăса хывать.
— Усăллине, çĕннине нумай пĕлме пулать кунта. Çĕнĕ пĕлỹ манăн бизнеса çĕнĕ енĕпе пуянлатасса шанатăп, — тет Артем та.
«Фермер шкулĕ» проекта хутшăннисем хушшинче Курнавăш ялĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкар огругĕнче пурăнакан Леонтий Ефимов та пур. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк Марина мăшăрĕпе пĕр шухăшлă пулса хăяр çитĕнтерессипе тимлет. Вĕсен кăтартуллă та тĕслĕхлĕ ĕçĕ çинчен Чăваш телевиденийĕн ятарлă передачинче те каласа кăтартнăччĕ. Ефимовсем сезон вăхăтĕнче 4 гектар çинчен 100 тонна хăяр туса илеççĕ. Экологи тĕлĕшĕпе илсен таса пахча çимĕçе ăçта вырнаçтарасси пирки шухăш та çук — ăна туххăмрах ушкăнпа туянса пĕтереççĕ. Хăяр çитĕнтерессинчи ĕçе кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама вĕсен кирлĕ техника та çителĕклĕ.
Леонтий Ефимов:
— Çĕннине вĕренни нихăçан та ытлашши пулмĕ. «Фермер шкулне» эпĕ шăпах хушма пĕлỹ илес, çĕр ĕçне юратакан пĕр шухăш-кăмăллă çынсемпе паллашас тĕллевпе килтĕм, — тенĕ вăл Чăваш телевиденийĕн корреспондентне панă интервьюра.
Пытармалли çук, малтанхи тапхăрта хăшĕ-пĕри çĕнĕлĕхе шанмасса тата унăн пĕлтерĕшне туллин ăнланмасса та пултарнă. Халĕ пачах тепĕр майлă, шкулта вĕренме хапăл тăвакансен йышĕ çулсерен ỹссех пырать, конкурс та çивĕч иртет.
Вĕренĕве Чăваш патшалăх аграри университетĕнче йĕркеленĕ. Унта вĕсем фермер хуçалăхне тухăçлă тытса пырассипе çыхăннă вăрттăнлăхсемпе, финанс, маркетинг ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕ агротехнологипе паллашнă. Программăпа килĕшỹллĕн вĕренекенсем республикăри, ытти регионти малта пыракан хуçалăхсене çитсе курнă, пысăк холдингсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме те хăнăхнă.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, фермерсене вĕрентме регионти тухăçлă тата уйрăмах кирлĕ специальноçсене суйласа илнĕ. Кăçал «Хăмла туса илесси» специальность та хутшăннă. Мĕншĕн тесен хăмла отраслĕ республикăра вăй илме тытăннă май çак ĕçе лайăх пĕлекенсем уйрăмах кирлĕ.