Суббота, 5 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар традицийĕсене мала хурса

Çар традицийĕсене мала хурса

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ — çапăçусене хутшăннă ветерансен кунĕ. Ăна 2009 çултанпа, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, паллă тăваççĕ.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн та пирĕн çĕршыв салтакĕсем хăйсен çар тивĕçне чылай ют территорисенче те пурнăçланă, вĕсенчи хирĕç тăрусене хутшăннă. Пирĕн округран совет саманин тĕрлĕ çулĕсенче Конгори, Анголăри, Кубăри, Венгрири, Чехословакири хирĕç тăрусене ентешсем хутшăнни паллă. Каярахпа — Афганистан. Тăхăр çул ытла пынă вăрçăра округри 300 ытла çамрăк интернационалла тивĕçе чыслăн тытса пынă. Çав шутра хĕрсем те: Роза Муллина (Тĕмер), Галина Воробьева (Курнавăш), Рая Лисицына (Аслă Пăла Тимеш), Вера Краснова (Тăрмăш).

Шел пулин те, вăрçăсем çухатусăр мар. Афган халăхĕн мирлĕ пурнăçĕшĕн пирĕн виçĕ ентеш паттăрла пуçĕсене хунă. Мирлĕ вăхăтра сурансене е чир-чĕре пула та сахаллăн мар уйрăлнă пурнăçран. Çурçĕр Кавказри хирĕç тăру та Раççей салтакне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕсленĕ. Паян, акă, Украина. Ятарлă çар операцийĕнче салтаксем çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе интересĕсене паттăррăн хỹтĕлеççĕ, мăн аслашшĕсемпе вĕсен хыççăнхи ăрусен çар традицийĕсене çỹллĕ шайра тытса пынине çирĕплетеççĕ…

«…»

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code