Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 47 çул руль умĕнче

47 çул руль умĕнче

Владимир Николаев Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта водительте тăрăшать. Тавра ялсенчи шкул ачисене ирхине шкула, уроксем хыççăн килне турттарать вăл. 62 çулхи Владимир Васильевич мĕн çамрăкран руль умĕнче. Сумлă ĕç ветеранĕ 47 çул стаж пуçтарнă. Малтанах «Слава» колхозра шоферта, унтан киномеханикра, каярахпа колхоз автобусĕн водителĕнче вăй хунă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер техникăна яланах тирпейлĕ тытать, ăна пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерет.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code