Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăнавлă çырав

Сăнавлă çырав

2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче халăхăн сăнавлă çыравĕ пуçланчĕ. Ăна пирĕн çĕршыв историйĕнче пĕрремĕш хут интернет урлă ирттереççĕ. Çĕнĕ технологисемпе усă курса пурнăçлакан сăнавлă çырав уйрăм регионсенче анчах мар, пĕтĕм çĕршывĕпех иртет.

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова палăртнă мероприятин тĕп тапхăрĕсем тата уйрăмлăхĕсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартать.

– Пирĕн республикăра пурăнакансем сăнавлă çырава хутшăнма пултараççĕ-и?

– Çапла. Вăл икĕ тапхăрпа иртет. 2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче – пĕрремĕш тапхăр. Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çын, Раççейри ытти çынсем пекех, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /ЕПГУ/ регистраци тунă тата шута илни çирĕпленнĕ пулсан, интернет сетĕнче электронлă çырав хутне тултарма пултарать. Халăх пирки калакан кăтартусене пухмалли çĕнĕ меслетпе усă курас текенсен ЕПГУра çирĕплетнĕ шута илнине илмелле. Пурăнакан çуртăн е хваттерĕн пĕр представителĕ хăйшĕн çеç мар, пĕрле пурăнакан ытти çыншăн та электронлă çырав хучĕсене тултарма пултарать.

– Эсир çыравăн иккĕмĕш тапхăрĕ пирки те палăртса каларăр. Малтанхи тапхăрпа танлаштарсан, вăл мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Юпа уйăхĕн 16-31-мĕшĕсенче çыравçăсем Раççей Федерацийĕн 9 субъектĕнчи 10 район территорийĕнче пурăнакан çынсенчен хваттерсем тăрăх çÿресе ыйтса пĕлеççĕ. Мускавра, Санкт-Петербургра, Аслă Новгородра çыравçăсем планшетлă компьютерсемпе усă кураççĕ. Сăнавлă çырав иртекен ытти территорире респондентсенчен хутлă çырав хучĕсемпе усă курса ыйтса пĕлеççĕ.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр çĕнĕлĕх – планшетлă компьютерсемпе усă курни. Маларах халăхăн Пĕтĕм Раççейри çыравĕсенче те, сăнав мелĕпе ирттернисенче те кăтартусене пухас тĕллевпе вĕсемпе усă курман.

– Респондентсенчен ыйтса пĕлнĕ чухне хальхи информаци технологийĕсемпе усă курни хăш енчен лайăхрах?

– Интернет сетĕнче те, планшетлă компьютерсенче те электронлă çырав хучĕсене тултарнă чухнех логика тĕрĕслевĕ тата кодировка пурнăçлаççĕ. Çакă пухăнакан информаци пахалăхне лайăхлатать, халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тумалли вăхăта тата унăн хакне чакарать. Çырав хучĕсен тиражне чакарни – вăрман ресурсĕсемпе перекетлĕн усă курмалли меслетсен пĕри те.

Халăх çыравне ирттернĕ чухне цифра технологийĕсемпе усă курни тĕнче тренчĕ пулса тăрать. 2020 çулсенче иртекен халăх çыравĕнче 30 ытла патшалăх интернетпа усă курма палăртать, Раççей çĕршывĕ те çав шутрах.

– Сăнавлă çырав кăтартăвĕсем 2020 çулта ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленес ĕçе мĕнле витĕм кÿрĕç?

– Сăнавлă çырава палăртнă вăхăтри çырава оптимизацилемелли пĕтĕм çул-йĕре тĕпчесе хак парас, финанс хатĕрĕсене май килнĕ таран перекетлес тĕлĕшпе ирттереççĕ. Унсăр пуçне, 2018 çулта иртекен сăнавлă çырав интернет-çыравăн ?ЕПГУ урлă/ технологине тĕрĕслесе хаклама анчах мар, çак çĕнĕлĕхпе усă курма хатĕр çынсен шутне палăртма та май парать.

Пирĕн республикăра пурăнакансем халăхăн сăнавлă çыравне Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă хастар хутшăнасса шанса тăратпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code