Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлăва иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕç. Пĕлтерĕшлĕ пулăм — Елчĕк тăрăхĕнче ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулни. Ĕçлĕ визитăн (çакăн пирки паянхи хаçатăн 3-мĕш страницинче тĕплĕн çырнă) тĕп тĕллевĕ — округри ял хуçалăх предприятийĕсенче утă-сенаж хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллашасси пулнă.

Округри хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Çакăн пирки округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков каласа кăтартрĕ. Паянхи кун ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 24207 тонна сенаж, 4423 тонна утă хатĕрленĕ. «Çу кунĕ хĕле тăрантарать», — теççĕ халăхра. Леонард Васильевич выльăх апачĕ хатĕрлес тата уй-хир ĕçĕсене пурнăçлас ĕçре çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма, мĕн пур ĕçе вăхăтра пурнăçласа пыма сĕнчĕ.

Çанталăк шăрăх тăрать. Çавна май пушартан сыхланас, шыв объекчĕсенче тимлĕ пулас ыйту çивĕч. Округ пуçлăхĕ территори пайĕсен пуçлăхĕсене шыва кĕмелли вырăнсене, ватăсемпе инвалидсен, пĕччен пурăнакансен, ăнăçсăр çемьесен хуçалăхĕсене, пушă ларакан çуртсене тимлĕхре тытмалли пирки те асăрхаттарчĕ.

Шкул çумĕнчи лагерьсен ĕçĕ вĕçленнĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ачасен канăвне йĕркелес енĕпе пурнăçланă ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ.

Ыран, июлĕн 6-мĕшĕнче, пирĕн округ урлă пиллĕкмĕш велочупу участникĕсем иртеççĕ. Вăл «100 километров — потому что вместе» акципе килĕшỹллĕн йĕркеленет. Елчĕк çĕрĕ велосипедистсен чупăвне хутшăнакансене çулсерен çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе ăсатса ярать. Сывă пурнăç йĕркине тата «тимĕр ута» кăмăллакан Елчĕк хастарĕсем вара пĕрлехи чупăва кăмăлпа хутшăнса йыша пысăклатаççĕ. Малаллахи маршрут — Патăрьел тăрăхĕ.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code