Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проектпа смета документацийĕ хатĕр

Проектпа смета документацийĕ хатĕр

«Спутник-1» ООО ятпа йĕркеленнĕ Елчĕкри тасатакан сооруженире ĕçлекенсен тивĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Кунта каялла тухакан каяша уçласа илсе тасатассипе анчах мар, округ центрĕнчи уйрăм хуçалăхпа тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене сивĕ шывпа тивĕçтерессипе, канализаци йĕркелесе пырассипе тимлеççĕ.

…Акчел улăхĕнче, тĕп больницăран аякра та мар вырнаçнă çак тасатакан сооружени çывăхĕнчи пĕвере таса мар шыв пухăнса тăни, çакна кура йывăр шăршă таврана сарăлни çинчен çывăхра пурăнакансенчен час-часах илтме тỹр килет. Ку ыйтупа çынсем округ администрацине те пĕр хутчен анчах тухманнине пĕлнĕ хыççăн территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕпе Алина Смирновăпа çыхăнса хăш-пĕр самантсене уçăмлатма тăрăшрăмăр. Вăл çапла пĕлтерчĕ:

— Округ администрацийĕ халăх пăшăрханăвне ăнланать. 2023 çулта тасатакан сооруженирен уçласа илсе кăларнă таса шыва пăрăх тăрăх Кĕçĕн Пăлана юхтарса кăларас тĕллевпе тасатакан сооруженире реконструкци тăвассипе хатĕрленĕ проектпа смета документацине (10 миллион тенке яхăнлăх) туса хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра ăна республикăри адреслă инвестици программине çирĕплетме ЧР Стрительство министерствине çитернĕ. Укçа-тенкĕ ыйтăвне татса панă хыççăнах палăртнă реконструкци ĕçĕсене пикенме пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code