Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн вăй — пĕр шухăшлă пулнинче

Пирĕн вăй — пĕр шухăшлă пулнинче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Патшалăх Канашне 2024 çул валли янă Çырăвĕнче обществăри тĕрлĕ ыйтăва анлăн çутатнă. Çавна май вулакансен шухăш-кăмăлне пĕлер-ха.

Владимир НИКОЛАЕВ, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ:

— Республика ертỹçи хăйĕн калаçăвне вĕренỹпе воспитани теминчен пуçларĕ — çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анлă тишкерĕвĕнче ачасене тарăн пĕлỹ парассипе пĕрлех, ăс-хакăл тата патриотла воспитани, профориентаци, спорт ыйтăвĕ тĕпре пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри «Малтисен юхăмĕ» округсенчи уйрăмĕсене йĕркелени, волонтерсен, çамрăк армеецсен ĕçĕ-хĕлĕ çирĕпленсе пыни те лайăх тĕслĕх.

Хальхи вăхăтра 6 шкул тăвас ĕç пырать регионта. 2024-2026 çулсенче туса ирттермелли тĕп юсав ĕçĕсен планне 49 шкул кĕнĕ. Унта пирĕн округри вĕренỹ учрежденийĕсем те пуласса шанатпăр.

Хаçатра çырнăччĕ-ха: пĕлтĕр Çĕнĕ Пăвасем, кăçал тỹрех икĕ шкул — Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем 500-шер пин тенкĕлĕх грантсене тивĕçрĕç. Алексей Данилов вĕрентекен вара РФ Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх гранчĕпе мăнаçланма тивĕçлĕ.

Дмитрий СУДАКОВ, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, Тỹскел ялĕн старости:

— Олег Алексеевич ялсем пирки, уйрăммăн илсен, вĕсене хăтлăх кĕртесси пирки те чарăнса тăчĕ. Çак ĕç, пĕлетпĕр, ытларах вырăнти халăх тăрăшулăхĕнчен килет. Пирĕн округра «пуçару бюджечĕ» анлăн сарăлса, вăй илсе пынăран çулсерен пысăк калăпăшлă ĕç нумай пурнăçа кĕрет. Кăçала кăна 82 проект палăртнă: шыв пăрăхĕсене, çул-йĕрсемпе палăксене юсасси, масар картисене çĕнетесси, ача-пăча площадкисем тăвасси… Çак тата ытти объектсем калăпăшĕпе пысăках та мар темелле, анчах кашни территори пайĕшĕн, вĕсенче пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Петр АНИСИМОВ, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен округри канашĕн председателĕ:

— Çырура ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тата вĕсен çемйисемпе çыхăннă ыйтусене те тĕп вырăн уйăрнă. Эпир пурте СВОра Çĕнтерỹ тăвассине тивĕçтерес тĕлĕшпе пĕр шухăшлă тата çакна çирĕппĕн шанса тăратпăр. Çак çутă тĕллеве çывхартас тесе пиртен кашниех мĕн кирлине пурне те тума тăрăшать.

Тĕрлĕ пулăшу ăсанать салтаксем патне — тĕрлĕ оборудованинчен пуçласа çырусем таранах. Ăшă сăмахсем те ытлашши пулмĕç. Халĕ, акă, йывăр сусăрланса килекенсем те пур. Вĕсене пĕрне те тимлĕхсĕр хăварас марччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code