Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пăрçа çулма тухнă

Пăрçа çулма тухнă

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 22821 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Тĕрĕссипе каласан, хĕрỹ ĕç çи пуçланчĕ ĕнтĕ, хальхинче каçалăка уçаканĕ «Прогресс» акционерсен хупă обществи пулчĕ.

Тĕш тырă культурисене 2146 гектар çинче акса çитĕнтернĕ ял хуçалăх предприятийĕнче чи малтан пăрçа çулма тухнă. Çак ĕçе пурнăçлама ăста механизатора, кăçалхипе 40-мĕш хут вырмана хутшăнакан Владимир Воронцова шанса панă. Ĕнерхи кун тĕлне илсен, вăл ăна «КСУ-1» йышши косилкăпа усă курса 45 гектар çинче çулса паккуссене кушăхтарма хывнă.

Владимир Ильич пирки уйрăммăн палăртса хăварни вырăнлă. Шанчăклă, ĕçне чунтан парăннă çын вăл. Хуçалăх ĕçне ачаран кỹлĕннĕ.

— Кỹршĕ — Алексей Марков — ăста комбайнерччĕ. Эпĕ çамрăклах техникăна кăмăлланине асăрханах ĕнтĕ вăл — 6-7-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтрах çуллахи каникул тапхăрĕсенче мана хăйĕн пулăшуçи пулма суйлатчĕ. Çавна май шкул пĕтерсен «Ăçта вĕренме каймалла?» — текен ыйту пăшăрхантармарĕ мана, тỹрех тăван хуçалăха çул тытрăм, — иртнине аса илет Владимир.

Çакăн евĕр хастар ĕçченсенчен килет те ĕнтĕ хуçалăхсен çирĕп аталанăвĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code