Июль уйăхĕнчен пуçласа пирĕн пурнăçа татах хăш-пĕр улшăнусем кĕчĕç.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлемелли хаксем ỹсрĕç. Çав вăхăтрах çăмăллăхпа усă куракан категори валли банк комиссине пăрахăçлаççĕ.
Тепĕр самант — çăмăллăх ипотекин вăхăчĕ вĕçленет, заем илекенсене çирĕпрех тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Коммуналлă пулăшупа (электроэнергипе, шывпа, газпа тивĕçтересси) усă курнин тарифне индексацилеççĕ. Кашни регионăн хăйĕн индексĕ, çапах та ăна Правительство çирĕплетнĕ виçерен ытларах ỹстерме юрамасть.
Тутарстанра, тĕслĕхрен, вăтам индекс 10,8 процентпа танлашать. Тутарстанри районсемпе хуласенче тĕрлĕрен индекс пулма пултарать, анчах та çав виçерен 4,9 процентран пысăк мар. Ку хисепе Правительство шайĕнче çирĕплетнĕ. Раççейре вăтам ỹсĕм 9,8 процентпа танлашать. Чи пысăк ỹсĕм — Байкал леш енчи тăрăхра, унти вăтам индекс чикĕ — 15 процент. Чи пĕчĕк ỹсĕм — Хакасире: 4 процент. Мускавра индекс виçи вăтамран 11 процентпа танлашать, Санкт-Петербург хулинче — 9,8 процентпа.