Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хамах» тенипе малалла каяймăн

«Хамах» тенипе малалла каяймăн

Юрă-кĕвĕ — чун илемĕ. Çепĕç те хăватлă вăл. Тарăн шухăша ярать е çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелет.

Кашни сăвăран юрă хываймăн. Унта пĕтĕм йĕркен шухăшĕ пулмалла. Николай Красновăн кирек хăш юрринче те çапла мар-и? Аса илĕр-ха. Ытлашши пĕр сăмах та çук вĕт. Темиçе хутчен каланакан сăмахсене е йĕркесене те тĕл пулмастăн. Çавăнпа унăн юррисене тĕрлĕ регионти чăвашсем юратса шăрантараççĕ.

Николай Ивановичăн хайлавĕсем ытларах пултарулăх ушкăнĕсене çывăх пулсан, тепĕр хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор тата юрăç — Юрий Кашкăр — солист е дуэт валли калăплать. Унăн «çимĕçĕсенчи» кĕвĕпе шухăш шайлашăвĕ питĕ вырнаçуллă. Юлашки вăхăтра вăл патриотика темипе те ăнăçлă ĕçлет.

Совет саманинче культура аталанăвне профессиллĕ композиторсем пысăк витĕм кỹнĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ хорсем валли çырнă. Произведенисене цензура «алланă» хыççăн кăна халăх умне кăларайнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче эстрада çĕкленме пуçларĕ. Кунта та профессионалсемех тĕслĕхчĕ: Юрий Кудаков, Илья Степанов, Юрий Жуков, Александр Сергеев, Анатолий Никитин, Николай Казаков.

Халĕ кама палăртмалла? Çумăр хыççăнхи кăмпасем пек те. «Хамах çырап, хамах кĕвĕлеп, хамах юрлап» текеннисем нумайланчĕç. Ĕçĕсем çак виçĕ енĕпе те куракана тивĕçтереççĕ пулсан нимĕн те каламăттăмăр.

Сцена çинче, акă, вĕсенчен пĕри. Авкаланать, хуçкаланать хăй. Сасси — çурăк чан. Вокал пахалăхĕ — нуль. Темиçе хутчен: «Алăсем ăçта?!» — тет хăй тата. Куракан хăçан алă çупмаллине хăех аван чухлать вăл. Микрофона тăтăшах зал еннелле тăсса юрлаттарма хăтланни те килĕшỹллех мар.

Сцена çине тухаканăн пĕтĕмпех виçеллĕ пулмалла. Ку тĕлĕшпе хамăрăннисенчен Алексей Шадриковпа Алексей Московские тата Валерий Димитриева тĕслĕх вырăнне лартнă пулăттăмăр.

Эх, çав фонограмма тата! Словарьте ăна «Сасă кăлармасăр çăвар уçса, юрланçи пулса», тесе куçарнă. Çак меслетпе усă куракансем питĕ йышлă халĕ. Концерта укçа парса кĕнĕ çынсене хывăхпа улталаймăн. Сана курма, итлеме килнĕскерсене хисеплес пулать.

Пултарулăх коллективĕсем урамра асăннă майпа юрланине хирĕçлеме çук, çапах та культура çурчĕсенче кнопка пусса юрлаттарни вĕсене те вырăнлă мар.

Юрăсенчи сăмах пуххи пирки пĕр-ик тĕслĕхпе çирĕплетес килет. Авторĕсене асăнмăпăр. Пĕр хĕрарăм-юрăç çапла юрлать:

…Анчах çăлтăр чечек мар,
Татса пама çăмăл мар…

А-а, апла тăк, йывăр пулсан та, çăлтăра татма та пулать иккен. Урăхла мĕнле ăнланăн?

Тепри пĕр юрăра 20 ытла хутчен «Ытала та чуп ту…» тесе тархаслать. Каччи тĕшмĕртейменрен-ши?

Рифма е интонаци тĕлĕшĕнчен тишкерсен те «çỹп-çаплă» юрăсем сахал мар.

Пирĕн округран 30-тан кая мар юрăç тухнă. Пысăк йыш. Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пынине ырламалла çеç. Кашнин пултарулăхра хăйĕн çулĕ — хаклас тĕллев çук. Çапах та вĕсене эстрада çăлтăрĕн «статусне» çỹлте тытса пыма сĕнес килет.

Сăмах май: культура тытăмĕнчи специалистсем каланă тăрăх, хорсем тата ачасем валли çĕнĕ юрăсем çукрах халĕ. Çивĕчленсе çитнĕ ыйтăва «хамах» тенипе татса параймăн çав.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code