Аслă Елчĕк ялĕнчи Николай Дмитриевичпа Мария Ивановна Хушкинсен пурнăçĕнче асра юлмалли событи пулса иртнĕ.
Ытларикун тăван килĕнче вĕсен ачисем тата тăванĕсем пухăннипе усă курса округ пуçлăхĕ Леонард Левый Хушкинсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысланă.
Награда хуçисем пĕрлехи пурнăç çулĕ çине тăнăранпа 61 çул çитнĕ. Теветкеллĕх, тараватлăхпа ăшпиллĕх сỹнмен-ха вĕсенче. Ял çыннисен хушшинче ĕç ветеранĕсем çинчен лайăхпа калаçнине кăна илтме пулать. Кил-çурт тĕрекĕ 7 класс пĕтерсен 4 çул Совет çарĕнче службăра тăнă. Малалла вара ĕç биографине çырнă, анчах лайăххине шыраса тĕнче «касса» çỹремен — тăван тăрăхрах тĕпленнĕ. 1962-1965 çулсенче Елчĕкри сĕт-çу заводĕнче, ун хыççăн, мĕн пенсие тухиччен, Ленин ячĕллĕ колхозра водительте вăй хунă. Ял хуçалăх производствинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата пысăк çитĕнỹсемшĕн Н.Хушкина III степень Ĕç Мухтавĕн (1976), Халăхсен туслăхĕн (1986) орденĕсемпе наградăланă, «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (1980) хисеплĕ ят, «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсем панă.
Мария Ивановна вара — кил-çурт ăшши. Сăпайлăскер. Çак ялтанах тухнă вăл. 40 çул ытла колхозница, пахчаçă пулса тăрăшнă. Унăн хастарлăхне те асăрхамасăр хăварман: 1983 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе палăртнă. Вăл та, 86 çулпа пыракан мăшăрĕ пекех, «Ĕç ветеранĕ» медале те тивĕçнĕ.
Хушкинсен тăватă ачи те хăйсем пекех тăрăшуллă. Вĕсен хушшинче пысăк наградăсене тивĕçнисем те пур. Сакăр мăнукĕпе 4 кĕçĕн мăнукĕ те йăх-несĕлĕн пуян традицийĕсене малалла çирĕплетсе пырассинче иккĕленỹ çук.