Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăтмах уçланки

Çăтмах уçланки

Çапла ят панă Кушкăри Сад урамĕнче пурăнакансем Пăла шывĕ хĕррипе ешерекен лаптăка.

Аслă Пăла шывĕ халь ĕлĕкхи пек тарăн та анлă мар, тĕпне юшкăн пуçтарăннă. Чылай çул кунта тĕрлĕ çĕрте пĕвесем пĕвеленĕ, ун пек чухне пысăк юхан шыв та ăшăхланать, çырантан тухса юхакан çăлкуçсем хупланаççĕ, авăрсем юшкăнпа тулаççĕ. Çыран вара ишĕлме пăрахмасть. Ял çыннисем каланă тăрăх, Аслă Пăла Кушкăра кăна темиçе хуçалăх çĕрне хăй ăшне çăтнă. Çак сăлтава пула Людвиг Мышкинпа Виталий Галошев хăйсен урамĕнче пурăнакансен умĕнче шыв хĕррине çирĕплетес, тавралăха тирпей-илем кỹрес пуçару тунă. Часах ыттисем те вĕсен ырă ĕçĕпе хавхаланса Пăла хĕррине нумай тĕрлĕ йывăç-тĕм лартса хăварнă.

Мĕн тĕрлĕ йывăç çук кунта: юман, хурăн, çăка, яхтă, чăрăш, улмуççи, чие, слива, çĕмĕрт — кашнийĕ хăйне евĕрлĕ илемлĕн ешерет. Крыжовник, хурлăхан, хăмла çырли, çĕр çырли тĕмĕсем те куçа илĕртеççĕ. Çуллахи вăхăтра вара çак вырăнта шăпчăксем çĕрĕпех юрă шăрантараççĕ.Садовая урамра пурăнакансем хăйсем лартса ỹстерекен сад пахчине выльăх-чĕрлĕх сиен кỹресрен черетпе хуралаççĕ.

Пăла хĕрри темиçе çул каялла çỹп-çапăпа витĕннĕ пулсан, халĕ кунта таса мар вырăн тупаймастăн. Степановсем, акă, ятарлă çатан картасем тытса тăпрана юхма памаççĕ. Сад урамĕ йỹçĕхлĕ вырăнта вырнаçнă, çавна пула кунта хăш-пĕр хуçалăх çĕрулми те лартса ỹстереймен. Виталий Галошев паçмасен вĕçне экскаваторпа чавтарса канав тунă, пухăнакан ытлашши шыв ун тăрăх юхса кайни тăпрана пулăхлатса пахча çимĕç ỹстерме май парать.

Сад урамне çитсе курсан кунта ĕçчен, тирпейлĕ çынсем пурăнни курăнать, вĕсен капмар çурчĕсенчен, тухăçлă çимĕç паракан пахчисенчен, çурчĕсен умĕнчи мăк пек курăкран кирек кам та тĕлĕнĕ.

Кăçал — Чăваш Енри экологи культурипе çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ тапхăрта та пархатарлă ĕçпе хавхаланнă Кушкă ялĕнче пурăнакансем хăйсем пурăнакан тăрăха май килнĕ таран тата ытларах хăтлăлатма, тирпей-илем кĕртме шухăшлаççĕ.

Светлана БАРИНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code