Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пăрçа выраççĕ, çапаççĕ…

Пăрçа выраççĕ, çапаççĕ…

Вырма ĕçĕсемпе паллашма çак кунсенче «Яманчурино» ОООна çитсе килтĕмĕр. Хуçалăхри ĕç шавĕ аякранах илтĕнчĕ — «Агрос-585», «Агрос-530», «Вектор» йышши 4 капмар комбайн пăрçа çапаççĕ, трактор-машина вара пурлăха хиртен йĕтеме турттарать.

Мĕн асăрхарăмăр вырăна çитсен? Ĕçченсем çутă сăнлă тата ăшă кулăллă пулни кăмăла çĕклерĕ. Кашниех ĕç ăшне пуçĕпе путнă, хăйсене шаннă тивĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама, уяр çанталăкпа туллин усă курма ăнтăлать. Владимир Рахмуллин ертỹçĕ ĕçпе Шупашкара кайнăччĕ. Николай Романов тĕп агроном ăшшăн кĕтсе илчĕ пире. Эпир пынă тĕле вăл ятарлă приборпа вырнă пăрçан нỹрĕклĕхне тĕрĕслесе комбайнерсене пăрçана çапма ирĕк панăччĕ. Владислав Васильев, Юрий Сергеев, Юрий Комиссаров, Сергей Васильев комбайнерсен, пăрçана комбайнсем патĕнчен йĕтеме турттаракан Александр Павлов, Александр Матвеев, Василий Ермаков водительсемпе трактористсен, йĕтемре ĕçе йĕркелесе пыракан Евгений Рахмуллинпа Владимир Чернов тăрăшулăхне пула ĕç кал-кал пырать. Николай Егоров «КСУ-1» косилкăпа (пулăшуçи Петр Матвеев) пăрçана выратчĕ. Пĕр вăхăтрах кĕрхи тулла та вырма ĕлкĕрет вăл. Пысăк опытлă ĕçченсен хушшинче çамрăксем те пур.

Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1950 гектар çинчен пухса кĕртмелле.

— Пăрçа тухăçĕ савăнтарать. Пĕр гектартан 30 центнера яхăн тухăç пуласса шанса тăратпăр. Кăçал Ульяновск хулинчен «Ульяновец» çĕнĕ сорт кỹрсе килни (ăна 100 гектар лаптăк çинче акса хăвартăмăр) ỹстерет тухăçа. Çавăн пекех «Спартак» сортпа та ăнăçлă ĕçлетпĕр, — пĕлтерет Н.Романов.

Николай Рудольфович тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене мĕнле технологие пăхăнса акмалли пирки сехечĕ-сехечĕпе те каласа пама пултарать. 1979 çултанпа агрономра тăрăшаканскер ĕçне витĕр пĕлет. Пăрçана, сăмахран, питĕ ир, тăпрара нỹрĕк пысăк вăхăтра акса хăвармаллине, вăл сивĕрен те хăраманнине палăртать вăл. Ир варăннă вăрлăх чир-чĕре парăнмасть, лайăх çитĕннипе пĕрлех тĕшши те тулли пулать.

«Яманчурино» ООО чăмăртаннăранпа кăçал шăпах 23 çул çитрĕ. Владимир Рахмуллин тилхепене шанчăклă тытса пынипе хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. Сăмаха çилпе вĕçтермен, ăна ĕçпе çирĕплетекен шанчăклă ертỹçĕ вăл. Выльăх-чĕрлĕхпе тата ỹсен-тăран çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçлет хуçалăх. Пахалăхлă вăрлăх та сутать. Кăçал ăна туса илсе сутас ĕçе документлă майпа çирĕплетнĕ кунта.

Ĕçне кура — хисепĕ. Сăмах май, Владимир Рахмуллина нумаях пулмасть Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятарлă указĕпе килĕшỹллĕн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса чысларĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code