Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тулли пучах тулли кĕреке шантарать

Тулли пучах тулли кĕреке шантарать

Округри ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ — 22821, çав шутран пăрçа культурине 1967 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Пĕлсе тăма: пăрçа пĕтĕмĕшле лаптăкăн 10 процентне яхăн йышăнать.

Юлашки çулсенче аграрисем апат-çимĕçре усă курма тата ăна вăрлăх валли туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрни куç умĕнче. Ертỹçĕсемпе специалистсем çакна мĕнпе сăлтавлаççĕ? Ытти культурăсемпе танлаштарсан, хальхи вăхăтра унăн сутлăх хакĕ тивĕçтермелли шутланать. Унсăр пуçне, ăна акни çĕр пулăхне ỹстерме пулăшать, çапла майпа пусă çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пыма май парать. Пăрçа тухăçĕ те пысăк. Вăтам тухăç хальлĕхе 30 центнер ытла.

Ĕнерхи кун тĕлне илсен, пăрçа культурине 415 гектар («Прогресс» АХОра — 150, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 50, «Яманчурино» ОООра — 125, «Рассвет» ЯХПКра — 40, «Комбайн» ЯХПКра — 25, «Победа» ОООра 25) çулнă — валемсене кушăхтарма хывнă. Хальлĕхе 320 гектарне çапса тĕшĕленĕ.

Пĕр вăхăтрах «Яманчурино» ОООра кĕрхи тулă (115 гектар), «Прогресс» АХОра ыраш (155 гектар), Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 50 гектар çинче кĕрхи тулă вырнă. «Яманчурино» ОООпа (85 гектар) «Клевер» ОООра (170 гектар) кĕрхи тулă çапса тĕшĕленĕ. «Клевер» ОООра 1 гектар пуçне шутласан ăна вăтамран 29 центнер алла илнĕ. «Яманчурино» ОООри вăтам тухăç — 21,2 центнер. Пăнчă лартман — кунта çак ĕç малалла пырать. Кĕрхи тулла тата 102 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Кĕреке тулли пулассăн туйăнать. Мĕншĕн тесен кĕрхи тулă сорчĕсем (Московская 39, Новоершовская, Марафон) пысăк тухăç шантараççĕ…

Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый «Яманчурино» ОООри уй-хир ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, кунта ĕç çине яланхи пекех тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнипе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code