Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Уй кунĕ» иртрĕ

«Уй кунĕ» иртрĕ

Чăваш Енре июлĕн 17-18-мĕшĕсенче «Уй кунĕ» иртрĕ. Ăна Çĕрпỹ муниципалитет округĕнчи Михайловка ялĕ çывăхĕнче йĕркелерĕç.

«Уй кунĕнче» агропромышленность комплексĕн аталанăвне пур енлĕн кăтартнă. Аграрисем кунта çĕнĕлĕхсемпе тата пĕр-пĕрин ĕç ăсталăхĕпе паллашнă. Ял хуçалăх техникипе оборудованисен куравĕ ĕçленĕ,сăнавлă уйсенчи çĕнĕ технологисемпе паллашма та май пулнă.

Палăртма кăмăллă, унта пирĕн округри аграрисене те чысланă. АПК тытăмĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Яманчурино» ОООри Николай Егоров механизатор РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Александр Филиппов хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи «Раççей Федерацийĕнчи кăшман çитĕнтерекен чи лайăх хуçалăх» номинацире палăрнăшăн I степень диплома тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code