Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чирпе вăхăтра кĕрешмелле

Чирпе вăхăтра кĕрешмелле

Атăлçи округĕнче çĕнĕ проект пурнăçа кĕме тытăннă. Унăн тĕллевĕ – аутизм чирĕпе аптăракан ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне пулăшасси.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, аутизм сĕмĕллĕ ачасен йышĕ çултан-çул ÿсет. «Вĕсемпе ĕçлемесен, чире вăхăтра тупса палăртмасан çак ачасем обществăна кирлĕ çынсем пулаймаççĕ», – палăртать организаци.

Проектпа килĕшÿллĕн Атăлçири медицина тĕпчевĕн университечĕ çумĕнче ятарлă центр уçĕç. Вăл регионсенче çак ыйтупа ĕçлекен организацисене методика пулăшăвĕ парĕ, чи лайăх тĕслĕхсене халăхра сарас енĕпе ĕçлĕ. Çавăн пекех регионсенче мероприятисем ирттерме палăртнă. Акă, нумаях пулмасть Чулхулара семинар иртнĕ. Унта педагогсемпе медиксем, социаллă центрсенче ĕçлекенсем хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code