Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче пурăнакансен пĕр йышĕ тата инвалидсен округри уйрăмĕн членĕсем Тутарстанри Свияжск хулинче экскурсире пултăмăр.

Тĕлĕнмелле чаплă вырăн. Пĕтĕм çĕрте таса, тирпейлĕ. Унта курнине туллин каласа е çырса та кăтартаймăн — хăвăн куçупа курас пулать. Аваллăха пăхăнса çĕкленĕ çуртсем, яка чулран сарнă кĕпер, фонтан… Пĕтĕм тĕнчери ЮНЕСКО еткерлĕхне кĕртнĕ Успени соборĕ мĕне тăрать! Юнашарах — Атăл. Сывлăшĕ те сиплĕн туйăнать унта.
Экскурсие йĕркеленĕшĕн эпир округри инвалидсен уйрăмĕн председательне Людмила Анисимовăна чĕререн тав тăватпăр.
Çул çỹреве тухма автобус парса пулăшнăшăн Елчĕк округĕн пуçлăхне Леонард Левыя пĕтĕм инвалидсен ячĕпе чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатпăр, — палăртать Людмила Анатольевна.
Антонина ОСИПОВА.

