Ĕмĕрĕпе пилĕк авса ĕçпе пиçĕхнĕ çынсем халăх çинче ырă ятлă. Вĕсенчен пĕри — Тĕмер ялĕнче пурăнакан Юрий Уткин.

Ашшĕ, Элекçей Уткин, виççĕмĕш ачи арçын пулсан уйăх каялла космоса вĕçсе кайнă Юрий Гагарин ятне парасси пирки малтанах каласа хунă тет. Ỹссе çитсен ачи космоса вĕçесси пирки ĕмĕтленмен вăл, ун пекех пурнăçра йывăрлăхсене парăнтаракан çын пулса ỹстĕр тесе шутланă. Йывăрлăхсене вара çуралсанах тутанма тивнĕ Юрăн. Пулас ача амăшĕн сывлăхĕ пирки шикленнĕ врачсем вăхăт çитсен ăна Канашри ача çуратмалли çурта леçнĕ. Телее, сывă ывăл çуралнă, амăшĕ те хăйне чиперех туйнă. Анчах виççĕмĕш кунне ялтан хулана сасартăк хăрушă хыпар çитет: ача-пăча шăрпăкпа алхаснипе Тĕмерте пушар тухнă, 32 кил-çурт, çав шутра Уткинсен тин çеç пурăнма кĕнĕ çурчĕ те, çунса кĕлленнĕ. Пушар вăхăтĕнче вĕсен килĕнче никам та пулман, икĕ пĕчĕк хĕрне асламăшĕ патне хăварса кил хуçи çак кун колхоз ĕçĕпе Елчĕке кайнă пулнă. Пушар хăвăрт сарăлнăран вĕсем патне чупса çитнĕ тăванĕсем çуртран нимех те кăларса ĕлкĕреймеççĕ. Нина аппана больницăна вырттарсан çийĕнчи кĕпе-тумтирне те упăшкинчен яла парса янă, вăл та çунса кайнă. Çапла майпа хĕрарăм çийĕнчи больница халачĕпе, ачи чĕркенĕ пĕртен-пĕр кипкепе тăрса юлаççĕ. Темиçе кунтан Канаша çĕр кăмрăкĕ турттарма пынă колхоз автомашинин кабинине ларса яла таврăнаççĕ амăшĕпе ачи. Çурт вырăнĕнчен вара вут пуççи те юлман, пĕтĕмпех кĕле çаврăннă…
Ун чухне çемьене питĕ йывăр пулнă. Тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, ял-йыш, патшалăхпа колхозсем пулăшнипе çав çулах вăрман кăларса пура тунă, кĕркуннене çурт хăпартса лартнă. «Çакăн пек йывăр вăхăтра Турă пулăшрĕ, пăрахмарĕ пире. Тин çуралнă ачана 4 çулхи Светлана хĕрĕмпе пăрахса хăварни те пулнă. Йĕме тытăнсан çăварне çăкăрпа сахăр ĕмкĕчĕ хыптарма калаттăм», — аса илетчĕ час-часах çулталăк каялла пурнăçран уйрăлса кайнă амăшĕ.
Ял ачи ĕлĕкренех пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Пурнăç çапла хушнă ун чухне: ĕçлемесĕр сĕтел çинче çăкăр выртманнине, нỹхрепре аш-пăш, сĕт-çу тăманнине, пỹртре ăшă пулманнине туйса, ăнланса ỹснĕ ача-пăча. Уткинсен те колхоз садĕнче улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтерекен ушкăнра тăрăшнă амăшĕпе юнашар хĕрĕсемпе ывăлĕсем пулнă. Вĕсем çум çумланă, çырмаран витрепе шыв йăтса хăяр-купăста шăварнă. Çав вăхăтрах хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче бригадăра çемьене уйăрса панă выльăх кăшманĕн, сахăр чĕкĕнтĕрĕн лаптăкĕсенче тар тăкнă.
Анчах та Уткинсен аслă ывăлне трактор бригадин бригадирĕнче, унтан механикра ĕçленĕ ашшĕн вырăнĕ — машинăпа трактор паркĕ — илĕртнĕ. Кунта вăл шкул çулне çитичченех иленнĕ, кунта уншăн пĕтĕмпех илĕртỹллĕ пулнă. Каярахпа ашшĕн шăллĕсене Георгипе Валерие техника юсама пулăшма тытăннă. Çавăнпа шкулăн 6-мĕш класне пĕтерсен Валерий тетĕшĕпе комбайнер пулăшуçи пулса тыр-пул пуçтарса кĕртме уя тухсан никам та тĕлĕнмен. Паллах, ун чухне те 12-13 çулхи ачана комбайн штурвалĕ умне тăма никам та хутпа ирĕк паман, анчах техникăпа ĕçлеме юратакана чарма пулать-и вара? Шăпах çак вăхăтра комбайнпа тырă пуçтарса кĕртме, ытти техникăпа ĕçлеме хăнăхса пынă. Шкул пĕтернĕ тĕле ăсталăхĕпе тепĕр механизатортан ирттернĕ.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулăн аслă класĕсенче механизатор профессине вĕрентнĕ. Вĕренĕвĕн юлашки çулĕнче районтан килнĕ комисси çамрăксен пĕлĕвне тĕрĕслесе вĕсене тракторист-машинист удостворенине панă. Экзаменсене парса пĕтернĕ хыççăн аттестат илме пынă çамрăка шкул директорĕ Сильвестр Иванович Шелтуков çапла калать: «Сан аттестату таçта тармĕ-ха, Юра. Шкулти учительсене вутă çыртарса панă. Ăна вăрмантан турттарса килмелле. Пулăш, тархасшăн».
Епле итлемĕн вĕрентекен ыйтнине. Учительсем, вĕсене пулăшма пынă çынсем сыпăланă вутта шкулăн «Беларусь» тракторĕпе турттарса пĕтериччен тăрăшать çамрăк çын. Унтан колхоз комбайнне вырмана хатĕрлеме пуçăнать. Çав çул уй-хир карапĕпе хăй тĕллĕн тыр-пул пуçтарса кĕртет. Тепĕр çул Совет çарне кайма ят тухать, чикĕ хуралне лекет. Малтан çур çул вĕренỹ центрĕнче службăна хăнăхать. Унтан Совет Союзĕпе Финлянди чиккинчи заставăра пĕр çулталăк çурă хĕсметре тăрать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче икĕ патшалăх хушшинчи хутшăнусем лайăх пулнă. Анчах кунта та заставăри пограничниксен пурнăçĕ лăпкă иртмен. Финсен контрабандисчĕсем час-часах чикĕ урлă вăрттăн каçса кĕме хăтланнă. Чикĕри сигнализаци тискер чĕрчунсем иртнипе те янăранă. Пограничниксен кашнинчех çав вырăна тĕрĕслеме тивнĕ. Тепĕр чухне 10 çухрăм çуран чупнă. Ялта çав çулсенче кашни çулах Акатуй уявĕ ирттеретчĕç. Юрий Уткин çуран чупса чылай çамрăка хыçа хăварса финиша чи малтан çитетчĕ. Ăмăртăва ятарласа хатĕрленмен вăл. Заставăра нумай çухрăма чупса хăнăхни яла таврăнсан та чылай вăхăта пынă.
Çартан килсен ĕнерхи салтак пĕтĕмпех колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Тĕш тырă акнă, пухса кĕртнĕ, выльăх апачĕ хатĕрленĕ, суха тунă. Çулталăк тăршшĕпех техникăпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Пушă вăхăт сахал пулнă. Уткинсен çемйинче пĕр вăхăтра тăваттăн — ашшĕ Алексей Васильевич, ывăлĕсем Юрий, Герман, Василий — колхозра тĕрлĕ техникăпа ĕçлетчĕç. Икĕ шăллĕ çитĕнсе çара кайиччен машина-трактор çỹретрĕç.
— Юрий, хăв пурнăçунта колхозра мĕнле-мĕнле техникăпа ĕçлесе куртăн-ха? — ыйтнăччĕ пĕринче унран.
— Эсĕ унран хуçалăхри хăш техникăпа ĕçлесе курман тесе ыйт-ха, — калаçăва хутшăнчĕ мăшăрĕ, колхозра, унтан производство кооперативĕнче бухгалтер, тĕп бухгалтер пулса ĕçленĕ Зинаида Васильевна. Унтан хăех шутласа кайрĕ:
— Комбайнпа тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ, гусеницăллă тракторпа сỹреленĕ, культиваци тунă, тырă, выльăх апачĕлĕх культурăсем акнă, катокланă, кайран çак ĕçсене нумай çул «Беларусь» кустăрмаллă тракторпа пурнăçланă. Пресс-подборщикпа утă-улăм пуçтарнă, тюкланă, Т-25 пĕчĕк тракторпа стройка ĕçĕсене хутшăннă, экскаваторлă бульдозер тракторпа çĕрне те чавнă, фермăри выльăхсем валли выльăх апачĕ те тиенĕ — пĕтĕмпех шутласа пĕтерес çук… Трактор мазучĕпе, топливăпа вараланнă тумтирне çуса тасатса пĕтерме питĕ йывăрччĕ.
Пĕринче «Труд» производство кооперативĕ тырă, выльăх апачĕлĕх культурăсем çулмалли çĕнĕ йышши комбайн кỹрсе килнĕ. Ют çĕршывра туса кăларнăскер, кабинăра электроника хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Ĕçлеме çăмăл, хăтлă, шала тусан таврашĕ кĕмест, шавсăр ĕçлет. Кабинăра вырнаçтарнă кондиционер тулта пуçа çĕклеми шăрăхра та хăвна кирлĕ температура тытса тăрать.
— Кама шанса парăпăр, — ыйтать ялхуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Валерий Иванович Германов хуçалăхри Виктор Сапожников инженертан.
— Юрий Уткин — шанчăклă механизатор, нумай техникăна пĕлет, юратать, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет Виктор Александрович.
— Эпĕ те çавăн пек шутларăм-ха, — килĕшет унпа ертỹçĕ.
Унтанпа 10 çула яхăн иртнĕ. Çак комбайна иртнĕ кĕркунне машинăпа трактор паркĕнче асăрхарăм. Вĕр çĕнĕ пекех курăнса ларать. Лайăх çуса тасатнăскере хĕле гаража вырнаçтарса лартма хатĕрлесе çитернĕ иккен. Техникăна лайăх, юратса пăхса тăрсан унăн ĕмĕрĕ те вăрăм пуласса, нумай çул усă кỹрессе лайăх ăнланать ĕç ветеранĕ.
Ялти механизаторăн ĕçĕ паянхи кун та çăмăл мар. Анчах 30-40 çул каялла тата йывăртарах условисенче ĕçленĕ. Шăрăх та пăчă çанталăкра тусан, пучах хăлчăкĕ куç-пуçа, пĕтĕм кĕлеткене кĕрсе тулнă вăхăтра комбайн штурвалне тытса пыма, хĕллехи шартлама сивĕре тракторпа, гусеницăллă-и вăл, кустăрмаллă-и, уйран утă-улăм, инçетрен вăрман турттарма пĕртте çăмăл пулман. Техника çул çинче ванса çĕмĕрĕлнине кашни шофер, кашни механизатор тỹссе курнă. Пĕррехинче хĕллехи сивĕ кун Юрий Алексеевичпа Шăмăршă вăрманне вутта кайса килни халĕ те асрах-ха. Иккĕмĕш рейспа вăрмантан каçа юлса тухрăмăр. Элпуç патĕнче çара уйра трактора тем амакĕ пулчĕ, чăххăм-чăххăм турĕ те сỹнсе ларчĕ. Çурçĕртен вĕрекен сивĕ çил пĕтĕм кĕлеткене шăнтать. Трактор кăлтăкне юсаса пĕтериччен çур сехет иртрĕ пулĕ. Иксĕмĕр те самаях ĕнтĕркерĕмĕр. Ĕлĕк кустăрмаллă «Беларусь» трактор кабинисем пĕчĕкчĕ, çапах та вăрмана е ытти груз турттарма кайсан унта трактористпа юнашар тепĕр çын вырнаçнă. Ун пек чухне кĕрĕк е хулăн пальто тăхăнса çула тухайман. Çавăнпа техника çул çинче пăсăлса ларнă вăхăтра механизатор шăнса чирленĕ тĕслĕхсем пайтах пулнă. Çакă Юрий Алексеевичран та пăрăнса иртмен. Пĕр вăхăт чир хытах аптратнă ăна, юратнă ĕçе те пăрахма тивнĕ. Турă пулăшнă, чи йывăрри хыçра пек. Çапах та асăрханса ĕçлемелле, уйрăмах хĕлле.
Ялти кирек хăш хуçалăхра та халĕ механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çитмеççĕ, ĕçĕ вара нумай, уйрăмах çуллахи тапхăрта. Турă пулăшсан, сывлăх пулсан малалла та хуçалăха, çынсене усăллă пуласшăн вăл. Çапла пултăрччĕ, Юрий Алексеевич.
Николай АЛЕКСЕЕВ.

