Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ тĕл пулура

Черетлĕ тĕл пулура

Çанталăк чылай вăхăт питĕ шăрăх тăнăран пушар хăрушлăхĕ пушшех ỹсет. Çавнашкал çивĕч лару-тăрура пушар хуралĕпе асăрхавĕн ĕçченĕсем тăтăшах халăх хушшинче пулса профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.

Куллен тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ йышпа тĕл пулатпăр эпир. Нумаях пулмасть, акă, Елчĕкри ВДПО уйрăмĕн ĕçченĕпе Ольга Патшинăпа мăсăльмансен Сăрьел ялĕнчи 14-мĕш прихутне çỹрекенсемпе тĕплĕ калаçу йĕркелеме май килчĕ. Сăмахсене çирĕплетсе огнетушительпе мĕнле усă курмаллине кăтартса патăмăр, хăш-пĕр кил-çурта автоматла тĕтĕм извещателĕсене вырнаçтармаллине ăнлантартăмăр, буклетсемпе тивĕçтертĕмĕр.

Сергей САРДАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code