Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Чĕрене упрар

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмешкĕн кар тăма чĕнет. Чĕре чирĕсемпе кĕрешмеллине патшалăх шайĕнче çĕклени мĕнпе çыхăннă? Çакă асăннă чирпе пурнăçран уйрăлакансен шучĕ çулсерен палăрмаллах пысăк пулнипе сăлтавланнă. Поликлиникăна медицина пулăшăвĕ ыйтма пыракан пациентсенчен çурри ытла — чĕре тата юн тымарĕсен амакĕпе нушаланаççĕ. Демографи тĕлĕшĕнчен хаклас пулсан ку ыйту медицинăна кăна пырса тивет тесе калаймăн, вăл социаллă тата эконономика тытăмĕсене те витĕм кỹрет.

Статистика çакна çирĕплетет. Пирĕн хутлăхра çитĕннĕ кашни улттăмĕш çын юн пусăмĕ пысăккипе аптăрани паллă. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: тĕрĕс апатланманни, юнри холестерин виçи пысăкки, вăй-хал тĕлĕшĕнчен хускану çукки, кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулни, юнри сахăр хисепĕ хăпарни, эрех-сăрапа иртĕнни.

Чăваш Енре сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программа вăй илнĕ май республикăра чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакансене медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе тивĕçтересси ỹссех пырать. Пуçламăш звенора медицинăпа санитари пулăшăвĕ паракан сиплев учрежденийĕсене чĕрепе юн тымарĕсен патологине вăхăтра тупса палăртмашкăн хальхи йышши кăткăс техникăпа пуянлатсах пыраççĕ.

Кардиологсем çакна палăртаççĕ: ашшĕ-амăшĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланнă, вĕсене 55 çула çитиччен инфаркт çапнă пулсан, ывăл-хĕрĕн артери гипертонийĕ, ишеми чирĕ маларах аталанма пултарать. Çакă çывăх çыннисене пурнăç йĕркине улăштармашкăн хистемелле.

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ пур пациентсене вăхăтра тупса палăртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ — сиплеме мĕн чухлĕ маларах тытăнатăн, усси çавăн чухлĕ пысăкрах. Енчен те çыннăн кăкăр кăшкарĕнче ыратни, вăл вырăнта йывăрлатса тăни канăçсăрлантарсан, пуç тăтăшах ыратсан участок врачĕ патне каймалла. Хăвăра питĕ йывăр туйнă самантсенче «васкавлă пулăшу» чĕнмелле. Тивĕçлĕ мера йышăнмасан çакнашкал лару-тăрăвăн малтанхи 90 минутĕнче пациентсен çуррийĕн пурнăçĕ миокард инфарктне пула вăхăтсăр татăлать.

Артери гипертонийĕпе чирлисен уйрăмах тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен амакăн паллисем чылай чух сисĕнмессе те пултараççĕ.

И.ВАСИЛЬЕВА,
кардиолог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code