Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Çылăх

Пĕр пỹрт хăна вĕрлет. Кил хуçи хĕрарăмĕн паян çуралнă кун. Савнă тăванне, юлташне, кинне саламлама чылаййăн пухăннă. Люда та паян нихçанхинчен чипер те илĕртỹллĕ. Тахçанах кун пек савăнман кил хуçи арăмĕ. Йăлтăр-ялтăр кĕпе тăхăннă пĕчĕк пỹллĕ хĕрарăм кашни хăна патне çитет, ĕçтерет, апат-çимĕçпе сăйлама та ĕлкĕрет. Пỹлĕмре илемлĕ кĕвĕ-çемĕ янраса кайсан урай варрине чи малтан чупса тухса ташша тытăнать, ик аллине ик енне сарса, пуçне енчен-енне пăрса хăй тавра çаврăнать. Унччен хăй телейĕшĕн вăтанакан Люда паян пĕтĕм хăнана кун пирки пĕлтересшĕн пек хăтланать. Мăшăрне те хăйпе ташлама сĕтĕрет. Анчах Мишша ташша юратмасть. Ĕçкĕ-çикĕре вăл ытларах аяккарах ларса ытти арçынсемпе картла выляса калаçса ларма кăмăллать. Килĕнче те чĕмсĕртерех вăл. Нумай çын хушшинче ăна кичем. Паян тата кăштах эрех сыпма та юрамасть, çуралнă кун хыççăн тăванĕсене ăсатса ямалла. Çавăнпа Мишша аванах сыпнă арăмĕнчен вĕçерĕнсе ытти арçынсем хушшинелле тарчĕ. Чăннипех илĕртỹллĕ унăн мăшăрĕ! Паян кăна мар. Мĕн пĕрлешнĕренпех вăл Люда çине юратса кăна пăхать. Арăмĕн кирек хăш хăтланăвĕ те килĕшет ăна. Вăрçăннă чухне те çилленмест. Хăй нумай калаçма юратманнипе арăмĕ чĕввĕн тăрса ун умĕнче сике-сике кăшкăрашсан та пăрăнса утать. Юратать вăл арăмне. Çирĕм çул пĕрле пурăнсан та туйăмĕсем ĕнер тĕл пулса юратса пăрахнă пек арçыннăн.

Кĕреке сакки сарлака теççĕ. Мишшăпа Людăн хăнисем те паян киле васкамарĕç. Вăхăта юриех тăснă пек кĕрекере савăнчĕç. Çĕр кун енне сулăнма пуçласан кăна пĕрин пуçне ăслă шухăш кĕчĕ — киле каймалла. Ку шухăша параканни те Мишшан картла выляса ывăннă хыççăн пĕр вăхăт çывăрса илнĕ тетĕшĕ пулчĕ.

— Çитет! Киле каймалла! Хĕрарăмсем, çитет айкашса, по домам! Тумланăр! — команда пачĕ вăл.

Мишша та çак сăмаха кăна кĕтнĕ тейĕн, савăнсах кайрĕ. Тахçанах çывăрас килет унăн. Ташласа савăнакан тăванĕсемпе юлташĕсем çине пăхса ларса миçе хутчен анасламан-ши вăл кĕçĕр? Тĕрĕссипе, тăванĕсене ăсатса та çỹрес килмест. Хамăр патрах выртса кайăр тенипе ниепле те килĕшмерĕç вĕт. Тетĕшĕн сăмахĕ хыççăн Мишша картишне тухса машинине гаражĕнчен кăларчĕ. Ăшăнтăр-ха тесе хускатрĕ. Тăванĕсем нумай кĕттермерĕç. Часах шавлă ушкăн унăн машини патне çитрĕ, вĕсемпе пĕрле Люда та. Аллинче пĕр кĕленче çутă эрех, çыртмалли.

— Никама та çул куркисĕр ямастăп, — кăшкăрать вăл ирхи шăплăха пăсса.

Вун-вунпилĕк минутран тин машина хускалса кайма пултарчĕ.

Люда машина хыçĕнче алă сулса юлчĕ. Кăшт тăрсан пỹрте кĕчĕ, килĕсене кайма хатĕрленсе тăнă ытти хăнисене те ăсатрĕ.

— Часах Мишша çитмелле ĕнтĕ. Унччен сĕтел çинчен савăт-сапана пуçтарса çăвам, — хăйпе хăй калаçса ĕçлерĕ вăл.

Анчах савăтне те пуçтарчĕ, сĕтел çивиттисене те тирпейлерĕ — Мишша çук та çук. Сехет йĕпписем çине пăхсан тĕлĕнсех кайрĕ — упăшки кайни виçĕ сехет çитрĕ ĕнтĕ. Халĕччен Пăвана кайса килме пулать, хулан тепĕр вĕçне кăна мар! «Ăçта çỹрет-ши? Халĕччен йĕркеллĕ çын килте пулмалла», — тарăхрĕ Люда. Вырăн çине çапла кăмăлсăр кайса выртрĕ. Ывăнни, эрех сыпкалани ăна çывăрмах туртрĕ. Хытă ĕшеннĕ хĕрарăм кăнтăрла енне тин вăранчĕ. Упăшкин килне таврăннă йĕрĕ пулманнипе тĕлĕнчĕ. Картишне тухса пăхрĕ — машини çук. Пăлхану туйăмĕ хупласа илчĕ ăна:

— Ăçта-ши? Кун пекки пĕрре те пулман-çке.

Люда пỹрте каялла кĕрсе телефон кĕпçине тытрĕ, ĕнер леçме кайнă тăванĕсене шăнкăравларĕ.

— Пĕлместпĕр. Вăл пире леçсе хăварчĕ те киле каятăп тесе çаврăнса кайрĕ, — пулчĕ хурав.

Кун хыççăн юлташĕсене шăнкăравласа пăхрĕ — пĕри те нимĕн те пĕлмест.

Чей лартса ярам-ха тесе апат пỹлĕмне кăна çитнĕччĕ Люда — телефон шăнкăравĕ илтĕнсе кайрĕ.

«Тинех тупăнчĕ. Хăй шăнкăравлать ав. Лекет-ха ăна таçта çỹренĕшĕн», — мĕлтлетсе илчĕ шухăш кĕпçене тытиччен.

— Ивановсем-и? Çĕрле те, ирпе те миçе хутчен шăнкăравларăмăр, мĕншĕн телефон тытмастăр? — вăрçнă пек хытă сасă илтĕнсе кайрĕ кĕпçерен.

— Эп… эп… çывăрнă, — кун пек хытă калаçнине хăнăхманнипе çухалса кайрĕ Люда. — Мĕн кирлĕ сире? Мĕншĕн вăрçатăр?

— Эп вăрçмастăп. Ман сасă çапла. Иванов Михаил сирĕншĕн кам пулать?

— Упăшка пулать. Эсир пульницăран-и? Мĕн пулнă ăна? — хыпăнса ỹкрĕ хĕрарăм.

— Халех Карл Маркс урамĕнчи çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине килĕр. Унта веçех пĕлтерĕç.

Ку çын урăх калаçмарĕ, телефон кĕпçине хучĕ.

Çĕр шухăш явăнчĕ Людăн пуçĕнче. Алли-ури чĕтренипе васкасан та, вăрах тумланчĕ вăл. Чей пирки аса та илмерĕ. Автобус чарăнăвне утнă чухне урисене туймарĕ. «ГИБДД» тесе çырнă çурт умне çитсен урисем чустаран тунă пек çемçелсе кайрĕç, ниепле те картлашкаран хăпараймасть. Хăть упален. Çапла тертленсе тăнă хыççăн Люда хăйне алла илчех.

— Мĕн ухмахланатăп эп? Пурте аван пулмалла, — тесе хăйне лăплантарчĕ.

Полици формиллĕ çынна мĕнле ыйтупа килнине пĕлтерсен Людăна пĕр пỹлĕм еннелле тĕллесе ячĕ.

Алăка шаккаса пỹлĕме кĕрсен сĕтел хушшинче ларакан патвар арçын ури çине тăрса хăй ун патне пычĕ. Хулĕнчен тытса тенкел çине ларма пулăшрĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр сĕтел çине сăн ỹкерчĕксем кăларса хучĕ. Унта темле пысăк авари. «КАМАЗ» çине пырса тăрăннă машинине сăнасан Люда вăл хăйсен пулнине палласа илчĕ. Тепĕр сăн ỹкерчĕкре вăл Мишшăна курчĕ. Машина ăшĕнче пуçĕ руль çине усăнса аннă, юн юхнă паллăсем курăнаççĕ.

— Ах, ах! — тесе Люда аллипе чĕре тĕлне тытрĕ. — Мĕн пулнă ман упăшкана? Ăçта вăл?

Милиционер пуçне усрĕ.

— Сирĕн морга кайма тивет. Мăшăрăр-и вăл е пачах урăх çын-и — пĕлместпĕр-ха. Кайрăмăр, — тесе тенкел çинчен тăчĕ.

Полици машининче ларса пынă май Люда вĕçĕмсĕр Турра кĕлтурĕ. Водительпе унпа пĕрле тухнă полици ĕçченĕ тем çинчен калаçса кулса пыни унăн хăлхине кĕмерĕ.

— Турăçăм, тархасласа ыйтатăп, ман упăшка вилнисен шутĕнче кăна ан пултăрччĕ. Пульницăра вырттăр, инвалид пултăр, анчах та чĕрĕ! Илтсем ман сăмахăма, тархасшăн! Каçар мана, каçар мана — ухмаха. Çылăхлă эпĕ! Анчах Мишша çылăхĕ мар вăл, ман çылăх! — пăшăлтатрĕ вĕçĕмсĕр.

Моргри тĕттĕм те сивĕ коридорпа пынă чухне пуçĕнче нимĕнле шухăш та пулмарĕ. Малалла мĕн пулнине вăл лайăх астумасть, сĕтел çинче выртакан вилнĕ çын çинчен шурă çиттине сирчĕç. Мишшăна палласа илсен Люда урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.

Упăшкине пытарни те, асăннисем те веçех тĕлĕкри пек иртсе кайрĕç. Юрать, тăванĕсем ун патĕнчен пĕрре те пăрăнмарĕç, хуйхăпа çыхăннă ĕçсене те веçех хăйсем çине илчĕç.

Людăн çылăхĕ вара çумрах çỹрерĕ.

Мишша каччă чухнех питĕ лăпкăччĕ. Хăйсен ялĕнче çак чаплă — хура çỹçлĕ, çỹллĕ каччă пĕрреччĕ. Вăл Людăпа пырса калаçма та вăтанатчĕ. Час-часах улăштаратчĕ Люда йĕкĕтсене, нумайăшĕ кăмăлланă ăна.

Пĕр каçхине Мишша Людăна ăсатма пычĕ. Хĕре тахçанах юратни пирки каларĕ. Люда каччăн сăмахне чăна хумарĕ. Тем те калĕç вĕсем!

Виçĕ çул хулара пурăнчĕ Люда. Телейлĕ юрату та пулчĕ çав вăхăтра, телейсĕрри те… Анчах пĕррехинче «Рассвет» кинотеатра юлташ хĕрĕсемпе кайсан Люда ăнсăртран Мишшăна тĕл пулчĕ. Вăл та тусĕсемпеччĕ. Çапла вĕсен туслăхĕ-юратăвĕ çĕнĕрен вăй илчĕ. Çулталăкран пĕрлешрĕç. Людăна ăмсанакансем те сахал мар пулчĕç.

….

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code